Комментари хушас

11 Çу, 2022

14 ыйту пăхса тухрĕç

Паян Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Правительство членĕсем 14 ыйту пăхса тухрĕç.

Çак шутра Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсен тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕсем çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессипе, республикăн харпăрлăхĕнчи çĕре арендăна памалли йĕркене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă саккун проекчĕсем пулчĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков кăçалхи 1-мĕш кварталта бюджета пурнăçлани пирки отчет турĕ. ЧР ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова ĕç рынокĕнчи йывăрлăха сирме пулăшас тĕллевпе республика бюджетĕнчен субсиди уйăрмалли йĕркепе паллаштарчĕ.

www.hypar.ru