Комментари хушас

14 Çу, 2022

Ачасене ҫемье парнеленисене форум пуҫтарчӗ

«Тĕрлĕ лару-тăрăва пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене кил ăшши, юрату парнеленĕ ырă, ăшă кăмăллă çынсем пуçтарăннă кунта. Чуна пырса тивекен, çав вăхăтрах пуласлăхшăн пĕлтерĕшĕ вырăн йышăнакан ыйтусенчен пĕри ку. Çĕршыври çавăн пек ачасене уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Паянхи кун вĕсен йышĕ чакни аван. Мĕншĕн тесен патшалăх ачасене пулăшни — çакăн кăтартăвĕ. Пирĕн республика та федераци пулăшăвĕпе пĕрле хăй енчен тĕрек парать», — терĕ регион ертÿçи Олег Николаев паян Шупашкарта тăлăх ачасене хăйсен хÿттине илнĕ çемьесен республикăри IX форумне уçнă май.

Çанталăк та паян чечек пек илемлĕ, пĕр айăпсăр ачасен кăмăлĕ майлă çаврăнчĕ. Уявра сумлă хăнасем — РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин, Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталия Николаева тата кÿршĕллĕ регионсенчен çитнĕ делегаци — кил ăшшисĕр тăрса юлнă ачасене телей парнеленĕ пысăк чун-чĕреллĕ ашшĕ-амăшне ырă сăмахсем каларĕç. Республикăри районсенчен çитнĕ çемьесем тĕрлĕ номинацире парнесем, хисеп хучĕсем тивĕçрĕç. Шăпăрлансем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

ШУХĂШ

Раиса АЛЖЕЙКИНА, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Тралькасси, вун икĕ ача амăшĕ:

— Мăшăрпа Сергей Валериевичпа тăватă ывăл çуратса ÿстертĕмĕр. Кĕçĕнни шкула çÿрет-ха. Ачасене юратни çемьене пысăклатма хистерĕ. Çавăнпах малтан — хĕрача, виçĕ уйăхран — шăллĕне, кайран ыттисене киле илсе килтĕмĕр. Тĕрлĕ çемьере çуралнăскерсен кăмăлĕ те расна. Пурпĕрех пĕр чĕлхе тупма тăрăшатпăр. Маларах илнисем «атте-анне» тесе чĕнеççĕ. Форума эпир кашни çул килетпĕр. Кунта пĕр-пĕринпе калаçса усăллине нумай пĕлетпĕр, вĕренетпĕр. Конкурссене те хутшăнатпăр. Хамăр та ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, çавăнпа ачасене те хăнăхтаратпăр. Пулăшаççĕ. Юратсан çеç вĕсене çемьене илме пулать тесе шухăшлатăп.

Лариса ИВАНОВА, Улатăрти тăлăх ачасене хăйсен хÿттине илнĕ çемьесемпе ĕçлекен педагог-психолог:

— Çакăн пек форумсем, паллах, кирлĕ. Ахальтен мар вăл тăххăрмĕш хут иртет. Усăллă пулман тăк 1-мĕш хыççăнах пăчланĕччĕ те-и тен… Кунта пуçтарăнса пĕр-пĕрин опычĕпе, шухăшсемпе пайланма май пур. Чи пĕлтерĕшли — пурнăçра эсĕ пĕччен маррине туйни.

Елена ЛУКИНА.

www.hypar.ru Cap.ru сӑн ӳкерчĕкӗсем