ЧПУ медиацентрĕ – чи лайăххисенчен пĕри
Чăваш Енри 4 проект PR-специалистсем валли йĕркеленĕ пĕтĕм тĕнчери «Пресс-служба года» конкурсра призерсен йышне кĕнĕ.
Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен тата чикĕ леш енчен килсе çитнĕ 560 заявкăна пăхса тухнă. Медицинăри чи лайăх проектсене суйланă чухне И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Год на передовой» проектне палăртнă. Университетăн тепĕр проекчĕ «PR в социальных медиа» номинацире наградăна тивĕçнĕ. Комиссие çавăн пекех «ЧЕТРА» предприятипе ЧР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-секретарĕн Роман Павловăн проекчĕсем тивĕçнĕ.
Комментари хушас