Комментари хушас

28 Ака, 2022

Ача сачĕсене сыхлаççĕ

Ача сачĕсене сыхлас йĕркене çирĕплетеççĕ. Чĕмпĕр облаçĕнче пулса иртнĕ инкек ашшĕ-амăшне те, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене те, Правительство ĕçченĕсене те сисчĕвлентернĕ.

Шупашкарти шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсене пурне те видеосăнав камерисемпе тивĕçтернĕ, лару-тăрăва пур енчен те сăнама май килет – пĕлтернĕ тĕп хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Елена Сахарова. – Ача садĕн тулашĕнче те, шалта та мĕн пулса иртнине аван курса тăраççĕ, ют çынсем пырса кĕресрен сыхланаççĕ. Кашни алăк çинче домофон пур, ушкăнсене пули-пулми çынна кĕртмеççĕ. Ачасем çывăрнă вăхăтра ача садĕн хапхисемпе калиткесене çăрапа питĕреççĕ.

www.hypar.ru