Комментари хушас

29 Пуш, 2022

Шкул ачисене професси суйлама пулăшаççĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕ иртрĕ.

Унта профориентаци ыйтăвне хускатрĕç. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров вĕренӳ учрежденийĕсенче ку ыйтупа мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, шкулсенче ятарлă классем ĕçлеççĕ. Калăпăр, кашни районтах агроклассем пур, вĕсенче 488 ача вĕренет. 2021 çулта педагогика класĕсенче 230 çамрăк пĕлӳ илнĕ, вĕсенчен 53-шĕ педагогика университечĕн студенчĕ пулса тăнă. Вĕрентӳпе производство класĕсем валли предприятисенче ĕç вырăнĕсем вăхăтлăх йĕркелеме, ятарлă пӳлĕмсемпе лабораторисем уçма, педагогика ĕçне специалистсене (инженерсене, энергетиксене…) явăçтарма палăртнă. «Билет в будущее» проектпа килĕшӳллĕн 6-11-мĕш классем валли профориентаци урокĕсем ирттереççĕ.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова профориентаци ĕç рынокĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тăрăшнипе 14-18 çулсенчи 13 пин ытла ачана тĕрлĕ ĕçе явăçтарнă. Профориентаци кунĕсемпе уйăхлăхĕсем ирттереççĕ. Ака уйăхĕнче çул çитменнисене специальноç енĕпе пулăшу паракан «Професси суйлар» çĕнĕ сервис ĕçлеме пуçлать.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕ