Партин Чӑваш регион уйрӑмӗ - 20 ҫулта
"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин Чӑваш регион уйрӑмӗ чӑмӑртаннӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа йӗркеленӗ уяв Шупашкарта Ӳнер музейӗнче иртрӗ. Раҫҫейри чи пысӑк йышлӑ парти членӗсене ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ, парти хӑйсен пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе палӑрса тӑракан, яваплӑха туякан ҫынсене пӗрлештерсе тӑнине палӑртрӗ.
"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партие халӑх шанать, ӗненет, мӗншӗн тесен вӑл тивӗҫлӗ йышӑнусем тума пӗлнинине, палӑртнине пурнӑҫа кӗртме пултарнине тахҫанах ҫирӗплетсе панӑ", - терӗ республика ертӳҫи. Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Вячеслав Тимченко 20 ҫулта партия членӗсем халӑх пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн нумай ӗҫ туни ҫинчен каларӗ. Халӗ те, йывӑрлӑхсем сахал мар пулин те, палӑртнӑ ҫул-йӗртен пӑрӑнманнине, тӗллевсене пурнӑҫлама хатӗррине пӗлтерчӗ. Уявра ветерансене тав турӗҫ, парти аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене сумлӑ наградӑсемпе чысларӗҫ.
www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сӑн ӳкерчӗкӗсем.
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/03/img_20220328_172428_612.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/03/img_20220328_172431_791.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/03/img_20220328_172436_409.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/03/img_20220328_172445_818.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/03/img_20220328_172448_897.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/03/img_20220328_172451_352.jpg)