Газ плити туянма та пулӑшаҫҫӗ
Кил-ҫурта ҫут ҫанталӑк газне кӗртекен хӑш-пӗр ҫынсене ЧР Правительстви укҫан пулӑшу кӳрет. Газ кӑмакипе плитине тата шутлав хатӗрне туянса тӑкакланӑ укҫана саплаштарса параҫҫӗ.
Ку пулӑшӑва вӑрҫӑ ҫулӗсенче тылра тӑрӑшнисем, ӗҫ ветеранĕсем, вӑрҫӑ ачисем, сусӑр ҫынсем е сусӑр ача ҫитӗнтерекен ҫемьесем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем тивĕçме пултараҫҫӗ.