Аграрисем ҫуракине 2-3 эрнерех вӗҫлесшӗн
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать. Ял хуçалăх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем акана хатӗрленеҫҫӗ. Кӗрхи культурăсем аван хӗл каҫни, аграрисем хатĕр пулни ҫурхи ӗҫсене 2-3 эрнерех пурнӑҫлама май парасса шанаҫҫӗ.
Кӑҫал тыр-пул лаптӑкӗсем 545 пин гектар йышăнӗҫ. Пӗлтӗрхинчен ытларах. Ҫӗр улмипе пахча-ҫимӗҫ лаптӑкӗсене ӳстереҫҫӗ.
Ҫурхи ӗҫсене пуҫӑнма аграрисем пӗтӗмпех янтӑланӑ - вӑрлӑх та, удобрени те, топливо та. Техника та паян тесен паян уя тухма хатӗр.