Çĕршывăн кăнтăр регионĕсенчи аэропортсем тата тепĕр эрне ĕçлемĕç

18 Пуш, 2022

Самолётсене  пуш уйăхĕн 26-мĕшĕчченех вĕçме чарнă. Çак чару Анапа, Белгород, Брянск, Воронеж, Геленджик, Краснодар, Курск, Липецк, Дон çинчи Ростов, Симферополь тата Элиста хулисен аэропорчĕсене пырса тивет. 
Пассажирсене урăх аэропортсем урлă çитме сĕнеççĕ. Сăмахран, кулленех  Сочи, Волгоград, Минеральные Воды, Ставрополь  хулисене   самолетсем вĕçеççĕ.
Шупашкартан Краснодара тата каялла пурнăçланакан авиарейс вара хальлĕхе пурнăçланмасть. Билет туянса хунă çынсене  укçана е каялла тавăраççĕ, е билета  урăх рейспа улăштарса параççĕ.

www.hypar.ru     Youfrom.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас