Çĕршывăн кăнтăр регионĕсенчи аэропортсем тата тепĕр эрне ĕçлемĕç
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/03/samolet.jpg)
Самолётсене пуш уйăхĕн 26-мĕшĕчченех вĕçме чарнă. Çак чару Анапа, Белгород, Брянск, Воронеж, Геленджик, Краснодар, Курск, Липецк, Дон çинчи Ростов, Симферополь тата Элиста хулисен аэропорчĕсене пырса тивет.
Пассажирсене урăх аэропортсем урлă çитме сĕнеççĕ. Сăмахран, кулленех Сочи, Волгоград, Минеральные Воды, Ставрополь хулисене самолетсем вĕçеççĕ.
Шупашкартан Краснодара тата каялла пурнăçланакан авиарейс вара хальлĕхе пурнăçланмасть. Билет туянса хунă çынсене укçана е каялла тавăраççĕ, е билета урăх рейспа улăштарса параççĕ.
www.hypar.ru Youfrom.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать