Новости по теме

18 Пуш, 2022

Канса килнĕ укçан 20 процентне тавăрса параççĕ!

Раççейре «Туризм кэшбэкĕ» программăн черетлĕ тапхăрĕ  пуçланчĕ. Çынсем хамăр çĕршыври пансионатсемпе хăна çурчĕсенче тата  санаторисенче   йÿнĕрех хакпа канма пултараççĕ.  Путевка хакĕн 20 процент  яхăнне  5 кунтан  каялла тавăрса параççĕ. Анчах та ку хисеп 20 пин тенкĕрен ытла пулмасть.  Чи кирли – путевкăшăн «Мир» банк карттипе усă курса  тÿлемелле. 

Пирĕн республикăри 13 хăна çурчĕпе санатори те «Туризм кэшбекĕ» программапа ĕçлеме пуçларĕç.  Çак çăмăллăх çу уйăхĕн 1 –мĕшĕччен пулĕ.

17 Пуш, 2022

Театра - диктант ҫырма!

Шӳт пек туйӑнать пулин те, пӗрре те кулӑш мар.
Кӑҫал Тоталлӑ диктанта Вырӑс драма театрĕнче те ирттерӗҫ. Акцие ака уйăхĕн 9-мӗшӗнче йӗркелӗҫ. Театрсӑр пуҫне, диктанта ҫырма Чӑваш патшалӑх университетĕнче, Наци библиотекинче тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейпе 6-мӗш гимназире ҫырма май килӗ.

Чувашинформ.ru сăн ÿкерчĕкĕ

17 Пуш, 2022

Текех ковид-госпиталь мар

Республикăра коронавируспа чирлекенсен шучĕ чакса пырать.

Çавна май ковид-госпитальсенчи вырăнсен хисепне те сахаллатаççĕ.  Паянтан Çĕнĕ Шупашкар хулин больници те малтанхи йĕркепе ĕçлеме пуçларĕ. Ковид-стационара пăрахăçланă, больницăри пÿлĕмсене тĕплĕн дезинфекци тунă.  

www.hypar.ru Уçă çăл куçсенчен илнĕ сăн ÿкерчĕк

17 Пуш, 2022

Çĕнĕ пособие çу уйăхĕнче тÿлеме пуçлĕç

Сахал тупӑшлӑ ҫемьесенче ҫитĕнекен 8-16 çулсенчи шкул ачисем валли ҫӗнӗ пособие ҫу уйăхĕнче тӳлеме тытӑнӗҫ.

Кун пирки Раççейĕн премьер-министрĕ Михаил Мишустин пӗлтернӗ. Пособие ҫу уйăхĕнче тин тӳлеме пуҫлаҫҫӗ пулин те, ака уйăхĕнченех шутласа парӗҫ.

www.hypar.ru Уçă çăл куçсенчен илнĕ сăн ÿкерчĕк

17 Пуш, 2022

Монополипе кӗрешеҫҫӗ

Сахӑр песукӗ тӑруках хакланни ахаль ҫынсене кӑна мар, Федерацин Монополипе кӗрешекен службине те канӑҫ памасть.

Ҫӗршыври пысӑк лавккасене кӑна мар, cахӑр песукӗ туса кăларакан заводсене те тӗплӗн тӗрӗслеме тытăннӑ. Сахӑр хакӗ ҫине мӗн витӗм кӳнине тата вӑл лавккари сентресем ҫинче мӗншӗн пӗрмаях ҫухалнине тӗпчеҫҫӗ служба ӗҫченӗсем.

16 Пуш, 2022

Саккунсăр хăпартнă çуртсене регистрацилеме пулĕ

"Шанхайра" пурăнакансем хӑйсен ҫурчӗсене саккунпа килӗшӳллӗн регистрацилеме пултарӗҫ.

Авӑн уйăхĕн 1-мӗшӗнче "Дача амнистийӗ 2.0" пурнӑҫа кӗрет. Ҫавна май, 1998-мӗш ҫулхи ҫу уйăхĕн 14-мӗшӗччен хӑйсем тӗллӗн ҫурт хӑпартнӑ ҫынсем пурлӑхне регистрацилеме пултарӗҫ.

Ҫак ҫӗнӗлӗх Шупашкарти "Шанхай" районти ҫуртсене пурне те саккунпа килӗшӳллӗн регистрацилеме май парӗ.

www.hypar.ru Cheb.ru сăн ÿкерчĕкĕ

16 Пуш, 2022

Yummy Music чăваш юррисен альбомне кăларнă

Тутар юррисен лейблĕнче Хусанти чăвашсен «Шану» ушкăнĕн «Тарăн вар» ятлă альбомĕ тухрĕ. Унта 8 юрă кĕнĕ.

Юрăсене çырнă чухне Тутарстанри, Чăваш Енри, Пушкăртстанри тата Самар облаçĕнчи чăвашсен халăх пултарулăхĕпе анлă усă курнă. «Шану» солисчĕ Вера Кожеманова палăртнă тăрăх, альбома кĕртнĕ юрăсене ушкăн йĕркеленнĕ чухнех тупса хунă, анчах та вĕсене «джазлатасси» икĕ çула тăсăлнă тесен те тĕрĕс.

16 Пуш, 2022

Ҫуркунне - ҫамрӑксен тапхăрĕ

Республикӑри аслӑ шкулсенче "Студентсен ҫуркунни" фестиваль тапранчӗ.

Чӑваш патшалăх университетӗнче ӑна "F3" - виҫӗ факультет ушкӑнӗ пуҫласа ячӗ. Фестиваль ӗҫ-пуҫӗ ака уйăхĕн 7-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Концертсем кашни тунтикунпа кӗҫнерникун пулӗҫ.

www.hypar.ru Сheboksari.bezformata.com сăн ÿкерчĕкĕ
 

16 Пуш, 2022

Крым ялан пирĕнпе пĕрле

Крым Республики Раççей йышне кĕнĕренпе пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче 8 çул çитет.

Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа Шупашкарта «Крымпа пĕрле» флешмоб иртрĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекен студентсем Чăваш Республикин тата Раççей ялавĕсене йăтса Мускав кĕперĕ çине тухрĕç.

16 Пуш, 2022

Самолётпа вӗҫнӗ чух маска тӑхӑнма ыйтмаҫҫӗ

"Победа" авиакомпани хӳтĕлев маскине тӑхӑнас йӗркене пӑрахӑҫланӑ.

Ку ҫӗнӗлӗх Мускав хулинче йышӑннӑ йӗркепе ҫыхӑннӑ. Шӗкӗр хулара халӗ маскăсем пач та кирлӗ мар-ҫке! Шупашкара вӗҫсе ҫитсен вара маска тӑхӑнмах тивет. Пирӗн тӑрӑхра ҫирӗп йӗркене пӑрахӑҫламан.

Pages