Канса килнĕ укçан 20 процентне тавăрса параççĕ!
Раççейре «Туризм кэшбэкĕ» программăн черетлĕ тапхăрĕ пуçланчĕ. Çынсем хамăр çĕршыври пансионатсемпе хăна çурчĕсенче тата санаторисенче йÿнĕрех хакпа канма пултараççĕ. Путевка хакĕн 20 процент яхăнне 5 кунтан каялла тавăрса параççĕ. Анчах та ку хисеп 20 пин тенкĕрен ытла пулмасть. Чи кирли – путевкăшăн «Мир» банк карттипе усă курса тÿлемелле.
Пирĕн республикăри 13 хăна çурчĕпе санатори те «Туризм кэшбекĕ» программапа ĕçлеме пуçларĕç. Çак çăмăллăх çу уйăхĕн 1 –мĕшĕччен пулĕ.
www.hypar.ru Discovery55.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас