Комментари хушас

15 Пуш, 2022

Çуркунне: çамрăклăх палли

Чăннипех çапла калама пулать Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çулленех çурхи кунсенче иртекен Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пирки.

Кăçалхине, ăна ака уйăхĕн 8-13-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă, Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкне халалланă.

Çакăн çинчен паян театрта иртнĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕç. Унта ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, театр директорĕ, илемлĕх ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Попов, балет труппин пултарулăх ертӳçи Данил Салимбаев, тĕп художникĕ Валентин Федоров тата «Тинан'иЯ», «Болеро» спектакльсене лартакан хореографсем Софья Гайдуковăпа Константин Матулевский (Мускав) хутшăнчĕç.

Хăнасем фестивале уçакан пĕр актлă икĕ балет пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Асăннă ĕçсене У.Шекспирăн «Сон в летнюю ночь» камитне тĕпе хурса лартнă.

Классика ĕçĕсенчен сцена çине «Жизель» /А.Адан/, «Дон Кихот» /Л.Минкус/ тухĕç. Вĕсенчи тĕп партисене Пысăк театр /Мускав/, Мариинка театрĕн /Питĕр/ солисчĕсем ташлĕç.
Шупашкарсемшĕн Пермьри Евгений Панфиловăн балет театрĕ ют мар. Пирĕн фестивале темиçе те хутшăннă вăл. Хальхинче хăнасем «Головокружение» тата «Свобода» ĕçсемпе килĕç.

Пермь хулинчен хăнасем татах пулĕç. Ку ахальтен мар. Унти хореографи училищинче пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Надежда Павлова вĕреннĕ, хăйĕн пĕрремĕш çитĕнĕвĕсене тунă. Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче шăпах асăннă училищĕре вĕренекенсен концерчĕ, СССР халăх артисткине Надежда Павловăна халалланăскер, иртĕ.

Çурхи уяв акан 17-мĕшĕнче гала-концертпа хупăнĕ.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: