Новости по теме

15 Нарăс, 2022

Паттăрсенчен тĕслĕх илеççĕ

Шупашкарти 22-мĕш шкулта «Маэстро» позывной» музей уçăлчĕ. Ăна РФ Геройне Николай Гаврилова халалланă.

Çĕнĕ музейпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Геройĕсем Вячеслав Бочаров, Юрий Недвига, Алексей Романов, Евгений Борисов тата ыттисем паллашрĕç. «Ку музей патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кӳрет. Тăван çĕршыва юратас туйăмсене вăйлатать. Николай Федорович пек çынсен паттăрлăхĕ историе кĕрсе юлнă. Вĕсене пурин те, уйрăмах çамрăксен, асра тытмалла», — терĕ Олег Алексеевич.

14 Нарăс, 2022

Шăл сиплеме Францирен килнĕ

Çĕнĕ Шупашкарти стоматологи клиникинче ют çĕршыв çыннисем те сипленеççĕ. Нумаях пулмасть Францирен пĕр мăшăр килнĕ.

Шаед Даферпа Елена çулленех Çĕнĕ Шупашкарта тăванĕсем патĕнче пулаççĕ. Кăçал вара майпа усă курса парадонтологи пӳлĕмĕнче шăл тасаттарнă, унтан — сиплеттернĕ. Ытти чухне тухтăртан хăракан Дафер Шаед кунти сиплевпе питĕ кăмăллă пулнă.

14 Нарăс, 2022

Велосипедпа чупса çĕнтернĕ

Краснодар крайĕнче маунтинбайк-велокросс енĕпе Раççей Кубокĕн 1-мĕш тапхăрĕ тата Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕ иртнĕ.

Çĕршыври чи вăйлă спортсменсем икĕ кун тупăшнă. Чăваш Енрен спорт мастерĕн кандидачĕ Алексей Анисимов хутшăннă. Вăл В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен 7-мĕш спорт шкулĕнче хатĕрленет. Ăмăртура Алексей 13 пин те 500 метр дистанцие 43 минут та 18 çеккунтра парăнтарнă, 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

14 Нарăс, 2022

Стикер ÿкереççĕ

Хăйне евĕрлĕ стикерсен конкурсне «Сферум» платформăпа VK компани 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли ирттереççĕ.

Нарăсăн 7-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 14-мĕшĕччен ачасен хăйне евĕрлĕ стикер ӳкерсе «Контактра», Instagram е TikTok социаллă сетьсенче хăйсен уçă страницисене вырнаçтармалла, #мойсферум хештэг палăртмалла. Çĕнтерӳçĕсене ака уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне суйлĕç, чи лайăх ĕçсен авторĕсене парнесемпе чыслĕç. çĕнтерӳçĕсен стикерĕсене вĕрентӳ платформин чатне кĕртĕç.

14 Нарăс, 2022

Чăваш Ене пине яхăн ача килĕ

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 25-27-мĕшĕсенче Чăваш Ене çĕршыври тĕрлĕ халăх ачисем пуçтарăнĕç.

Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче çĕршывра пĕрремĕш хут ача-пăча фольклориади пулĕ. Çак мероприятие ирттерме Чăваш Ене суйланă. Ку фестиваль Раççей халăхĕсен культура пуянлăхне кăтартса парĕ. Делегацисем урамра утса та, юрă-ташăпа та, алă ĕçĕсемпе те савăнтарĕç. Çавăн пекех флешмоб, çавра сĕтел тата туслăх каçĕ ирттерме палăртнă.

14 Нарăс, 2022

Справкăсăр çитермеççĕ

Ачасен шкулти апатланăвĕн ыйтăвĕпе тунтикунхи канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сăмах илчĕ. Республикăри 410 вĕрентӳ организацийĕнчен кашнинчех ачасене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Нумайăшĕнче çак ĕçе аутсорсинга панă, ыттисенче апата шкулсем хăйсен вăйĕпе хатĕрлеççĕ.

Pages