Новости по теме

9 Нарăс, 2022

Улатӑр районӗнче турбаза пулӗ

Юнкун Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче правительство ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене ял туризмне аталантарма грантсем памалли йĕркене çирĕплетрĕ.

Туризм тенĕрен, ял ку енĕпе ĕçлет те ĕнтĕ. Улатăр районĕнче «Симĕс çаран» турбаза йĕркелемелли заявкăна РФ Ял хуçалăх министерстви ырланă. Çакăн çинчен ларура регион ертӳçи пĕлтерчĕ.

9 Нарăс, 2022

Республика кунне ӑҫта ирттересси паллӑ

Шупашкар тата Куславкка районĕ Республика кунне хатĕрленме тытăнмашкăн пултараççĕ. Праçникĕн тĕп мероприятийĕсем кăçал тĕп хулара тата асăннă районта иртĕç - Министрсен Кабинечĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларура уяв мероприятийĕсен планне çирĕплетрĕ.

8 Нарăс, 2022

ЧЭСК электроэнергишĕн комиссисĕр тӳлеме сĕнет

Чăваш энергосбыт компанийĕ пĕлтерет: «Клиентăн уйрăм кабинетĕнче», мобильнăй приложенире тата компанин клиент офисĕсенче электроэнергишĕн комиссисĕрех тӳлеме пулать.

РФ Правительствин 05.09.2019 ç. кăларнă 1164-мĕш «Раççей Правительствин хăш-пĕр актне улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн банксен, ытти организацин пулăшу ĕçĕсеме çыхăннă тăкаксене электроэнерги сутассишĕн яваплă компанисен расхучĕсенчен кăларнă.

8 Нарăс, 2022

Ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ ыйтупа кӑсӑкланаҫҫӗ

Паян Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче "Çамрăк ученăй" тата "Çулталăк аспиранчĕ" конкурссен çĕнтерÿçисене чысларĕç. Унта вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров, Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева, ЧППУ ректорĕ Владимир Иванов хутшăнчĕç.

7 Нарăс, 2022

Пӳрне йĕрне те регистрацилеççĕ

Документсем юрăхсăра тухсан е пурнăçри ытти лару-тăрăва пула харпăрлăха палăртмалла чухне дактилоскопи мелĕ пулăшĕ.

Дактилоскопи регистрацийĕ тесе çыннăн пӳрне вĕçĕнчи йĕрсен уйрăмлăхĕ тата ун çинчен информаци илнине калаççĕ. Çакна кашнин кăсăкланăвне, саккун прависене, çын сывлăхне тата хăрушсăрлăхне хӳтĕлес тĕллевпе пурнăçлаççĕ. Астăвăм япăххипе аптăракансемшĕн ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çын хăйĕн пирки нимĕн калаймасан та дактилоскопи вăл камне палăртма пулăшĕ.

7 Нарăс, 2022

Хутăш эстафетăра — медаль

Раççейĕн пĕрлештернĕ команди Олимп вăййисен историйĕнче пĕрремĕш хут биатлонăн хутăш эстафетинче медаль çĕнсе илчĕ. Вăл — «бронза».

Команда йышĕнче: Ульяна Нигматуллина, Кристина Резцова, Александр Логинов тата Эдуард Латыпов. Вĕсем Олимп пьедесталĕ çине пуçласа хăпарчĕç. Палăртмалла: пирĕн ентеш Сергей Башкиров Раççейĕн пĕрлештернĕ командин арçын спортсменĕсене хатĕрлет. Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илни уншăн та пысăк çитĕнӳ.

7 Нарăс, 2022

Ертÿçĕсем улшăннă

Ĕç министерствин тӳрех виçĕ учрежденине çĕнĕ директорсем ертсе пырĕç.

Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн директорне Виктор Ковалева лартнă. Ĕçпе тивĕçтерекен службăра вăл 1999 çултанпа ĕçлет. Етĕрне районĕнче специалистран пуçласа пай ертӳçине çитнĕ. ЧР Ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерствинче те тăрăшнă.

7 Нарăс, 2022

Экотехнопарк пулĕ

Хытă хут, пластик, аккумулятор… Çакна тата ытти çӳп-çапа ăçта чикмелле? Шăпах çак тĕллевпе республикăра экотехнопарк йĕркелесшĕн.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, ку лапам хытă каяшсене ĕçе ярассипе ĕçлекен бизнеса илĕртмелле. Проекта «ГазЭнергоСтрой» корпораци ĕçченĕсемпе сӳтсе явнă. Экотехнопарка хута яни çӳп-çап купин калăпăшĕ пысăкланасран пулăшасса, хытă каяшсене ĕçе ярса çут çанталăка сиен кӳрес шай чакасса шанать ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов.

Pages