ЧЭСК электроэнергишĕн комиссисĕр тӳлеме сĕнет
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/02/chesk-kartinka.jpg)
Чăваш энергосбыт компанийĕ пĕлтерет: «Клиентăн уйрăм кабинетĕнче», мобильнăй приложенире тата компанин клиент офисĕсенче электроэнергишĕн комиссисĕрех тӳлеме пулать.
РФ Правительствин 05.09.2019 ç. кăларнă 1164-мĕш «Раççей Правительствин хăш-пĕр актне улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн банксен, ытти организацин пулăшу ĕçĕсеме çыхăннă тăкаксене электроэнерги сутассишĕн яваплă компанисен расхучĕсенчен кăларнă.
Çавна май 2022 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса усă курнă электроэнергишĕн банксем, айккинчи ытти организаци урлă тӳленĕ чухне комисси тытса юлĕç. Чăваш энергосбыт компанийĕ хăйĕн клиенчĕсене электроэнергишĕн компани сайтĕнче – https://lk.ch-sk.ru/, унăн мобильнăй iOS тата Android версийĕсенче, çавăн пекех ЧЭСКăн клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен офисĕсенче комиссисĕр тӳлеме май парать.
Электроэнергишĕн квитанципе айккинчи тӳлев системисем /Перекет банкĕ, ВТБ Банк, Альфа-Банк, «Раççей почти» АО, ыттисем/ урлă укçа хывнă чухне çак организацисем çирĕплетнĕ тарифсемпе килĕшӳллĕн комисси илме пултараççĕ.
Палăртни вырăнлă: хальхи вăхăтра компанин пулăшу ĕçĕсемпе килтен тухмасăрах, «Клиентăн уйрăм кабинечĕ» урлă, усă курма пулать. Çав шутра шутлав приборĕсен кăтартăвĕсене пама, парăма татма, тӳлевсен историне пăхма, ытти ыйту хуравне илме май пур.
2022 çулхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне ЧЭСКăн 85 пин ытла клиенчĕ «Клиентăн уйрăм кабинечĕпе» усă курнă ĕнтĕ. Çак меслет — хăвăрт, шанчăклă тата меллĕ.
«Клиентăн уйрăм кабинетне» кĕресси ансат:
- логин – лицевой счет номерĕ;
- пароль — квитанци кочĕ /ăна хут квитанцин аялти пайĕнче кăтартнă/.
Сирĕн ыйтусем çуралчĕç пулсан, вĕсене «Виртуаллă йышăну пӳлĕмĕ» пайра е компанин Вконтакте, Фейсбук, Инстаграм социаллă сечĕсенче уçăмлатма пулать.
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/02/chesk-shag_1.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/02/chesk-shag_2.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/02/chesk-shag_3.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/02/chesk-shag_4.jpg)