Комментари хушас

7 Нарăс, 2022

Чăваш Ен мăнаçлăхĕ – сăнсенче

Республикăра «Астăвăма сутмаççĕ…» /«Памяти верны»/ кубока кам тивĕçессине çулталăк тăршшĕпе палăртĕç.

Çакă «Чăваш Ен мăнаçлăхĕ — сăнсенче» проектпа килĕшӳллĕн иртĕ. Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă проекта республикăри вĕренӳ учрежденийĕсем хастар хутшăнаççĕ. Кашни уйăх пуçламăшĕнче шкулсенче сĕннĕ темăпа интерактивлă урок иртĕ, вĕренекенсем тăван енĕн мухтавлă çыннисем çинчен пĕлĕç. Çавăн пекех музыкăпа литература композицийĕсен конкурсĕсем, куравсем, тĕл пулусем, тĕрлĕрен фестивальпе ăмăрту пулĕ. Пуш уйăхĕнчи мероприятисем «Чăваш çĕрĕ талантсемпе пуян» ятпа иртĕç. Уйăх вĕçĕнче вара ача-пăча театр фестивалĕ пулмалла. Çавăн пекех ĕç династийĕсен фестивалĕ, Сăр чиккине чавнă вырăнсенчи истори реконструкцийĕ, «Чăваш Енĕн мухтавлă çыннисем» республика диктанчĕ тата ытти мероприяти йĕркелеме палăртнă.

www.hypar.ru

Рубрика: