Ертÿçĕсем улшăннă
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/02/urovenj9.jpg)
Ĕç министерствин тӳрех виçĕ учрежденине çĕнĕ директорсем ертсе пырĕç.
Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн директорне Виктор Ковалева лартнă. Ĕçпе тивĕçтерекен службăра вăл 1999 çултанпа ĕçлет. Етĕрне районĕнче специалистран пуçласа пай ертӳçине çитнĕ. ЧР Ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерствинче те тăрăшнă.
«Аспект» вĕрентӳпе методика центрĕн директорĕ пулма Иван Архипова шаннă. Унччен вăл республика правительствинче ĕçленĕ. Сергей Галкин вара Ватăсемпе сусăрсен сывлăхне çирĕплетекен «Вега» центр директорĕ пулса тăнă. Маларах Сергей Авенирович Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн директорĕнче тăрăшнă.
www.hypar.ru Mintrud.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ