Комментари хушас

24 Нарăс, 2022

Пособисем те пысăкланаççĕ, стипендисем те

Ачаллă çемьесене паракан тӳлевсем, граждансене тӳлекен пособисем пысăкланаççĕ. Тивĕçлĕ йышăнусене кĕçнерникун Правительствăн пĕрремĕш вице-премьерĕ-финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çирĕплетрĕç.

Министрсен Кабинечĕ ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтересси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, çакнашкал йышăну тумаллине ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнăччĕ. Улшăнусен проектне хатĕрленĕ. Министр пĕр е икĕ ачана усрава илнĕ опекуна /попечителе/ тӳлекен виçене 4038 тенкĕпе танлаштарма сĕнчĕ. Виçĕ е ытларах ачашăн — 5735 тенкĕ. Ултă е ытларах ачана воспитани пама йышăннă иккĕмĕш ашшĕне е амăшне, çавăн пекех ашшĕ е амăшĕ пĕччен чухне паракан хушма тӳлев те 5735 тенкĕпе танлашмалла. Çапла вара парламент саккун проектне ырласан тӳлевсем нарăсăн 1-мĕшĕнчен 1,0886 хут пысăкланĕç.

Тепĕр йышăну — ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсене индексацилесси çинчен. Вĕсем те потребитель хакĕсен ӳсĕмĕпе шайлашуллă виçепе — 1,0886 хут — хăпарĕç. Çав шутра — ачашăн уйăхсерен тӳлекен, хĕрарăмсене çие юлсан тата ача çуратнăшăн паракан пособисем.

www.hypar.ru