Новости по теме

22 Чÿк, 2021

Чăваш тĕррине флешмоб халалланă

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунĕ пулĕ. Çавна май Чăваш наци музейĕ «Эпĕ тата чăваш тĕрри» флешмоб пуçарать.

Акцие хутшăнас текенсен наци тумĕпе е чăваш тĕрриллĕ япалапа ӳкерĕнсе сăн ӳкерчĕке #ЯиЧувашскаяВышивка хештэгпа социаллă сетьсене вырнаçтармалла. Унтан музейра çак ĕçсенчен пĕрлехи коллаж тăвĕç, чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче chnmuseum.ru сайта тата социаллă сетьсене вырнаçтарĕç. Чи нумай лайк пухакан сăн ӳкерчĕк авторĕ Наци музейĕн парнине тивĕçĕ.

22 Чÿк, 2021

Хăватлăрах техника туянаççĕ

Республикăра хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен шучĕ ÿссе пырать: 26 пин ытла единица — кăçал кăна тата 769 хушăннă. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура Хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Владимир Димитриев пĕлтерчĕ.

22 Чÿк, 2021

Сооруженисем хуçасăр пулни пысăк хăрушлăх кăларса тăратать

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе вара чи малтан çут çанталăк ресурсĕсен Министрĕ Эмир Бедертдинов сăмах илчĕ — гидротехника сооруженийĕсене пăхса тăрассипе çыхăннă ĕçе хакларĕ.

22 Чÿк, 2021

Пандеми Çĕнĕ çул уявне те тĕксĕмлетет

Коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăшт çемçелни сисĕнет — чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнчи ĕçлемелле мар кунсенче палăрнă туртăмпа килĕшӳллĕн аталанать. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура каларĕ. Анчах хăрушлăх çав-çавах пысăк-ха.

22 Чÿк, 2021

Авиценна орденĕпе чысланă

Мускавра иртнĕ Терапевтсен наци конгресĕнче ĕçре çитĕнӳ тăвакансене чысланă.

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп терапевт специалисчĕ, гастроэнтерологĕ Лариса Тарасова наука, медицина тата сывлăх сыхлав енĕпе пысăк наградăна тивĕçнĕ. Ăна Анатолий Мартынов профессор «Сывлăх сыхлавĕпе медицина наукисене аталантарнăшăн» Авиценна орденне панă.

22 Чÿк, 2021

Чăваш Ен ачисем олимпиецсене хавхалантараççĕ

Уяв хăнисем ЧЭСике питĕ килĕштерчĕç.

Чăваш Енри ачасем тата Чăваш энергосбыт компанийĕ /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ пуçарнипе иртнĕ шăматкун Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери ача кунне халалланă спорт ыр кăмăллăх уявĕ пулчĕ. Праçнике республикăри шкулсен хоккей командисем, ЧЭСК ĕçченĕсен ачисем тата çамрăк фигуристкăсем хутшăнчĕç.

17 Чÿк, 2021

ЧЭСК электроэнергие шута илмелли «ăслă» тытăма аталантарать

Чăваш энергосбыт компанийĕ /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ 522-ФЗ пурнăçласа тата электроэнергие шута илмелли приборсемпе çыхăннă яваплăха энергетика компанийĕсене панине тĕпе хурса республика территорийĕнче интеллектлă шутлав приборĕсене вырнаçтармалли тата улăштармалли анлă инвестици программипе ĕçлет. Çак тĕллевпе 35 миллион тенкĕ уйăрнă. 2020-2021 çулсенче вырнаçтарнă приборсен шучĕ 6 пине çитнĕ ĕнтĕ.

17 Чÿк, 2021

ЧР профессионал писательсен союзĕнче - çĕнĕ ятсем

Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕн правленийĕн пĕтĕмлетӳ ларăвĕ иртнĕ. Унта Союз пухăвне пĕтĕмлетнипе пĕрлех çамрăк авторсен союза йышăнма ыйтнă заявленийĕсене пăхса тухнă.

16 Чÿк, 2021

Инфратытăм тавлаштарать

Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăваттăмĕш сессийĕнче инфратытăм валли уйăракан бюджет кредичĕсемпе усă курассине анлăлатма сĕннине хуравласа финанс министрĕ Михаил Ноздряков ку укçапа çĕнĕ строительство валли кăна усă курма ирĕк пуррине çирĕплетрĕ. Коммуналлă сетьсем нумай çĕрте юхăнса çитни уншăн та вăрттăнлăх мар — вĕсене çĕнетмелле, анчах сетьсем валли урăх çăл куç кирлĕ. ЖКХна реформăламалли фонд пулăшас шанăç пур — унăн программине кĕрес тĕллевлĕ.

Pages