Комментари хушас

22 Чÿк, 2021

Сооруженисем хуçасăр пулни пысăк хăрушлăх кăларса тăратать

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе вара чи малтан çут çанталăк ресурсĕсен Министрĕ Эмир Бедертдинов сăмах илчĕ — гидротехника сооруженийĕсене пăхса тăрассипе çыхăннă ĕçе хакларĕ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăра паян 554 гидротехника сооруженийĕ. Вĕсенчен 82-шĕ — 15% яхăн — Росреестрта хуçасăр шутланать. Унашкаллисем Çĕрпӳ, Красноармейски, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенче уйрăмах нумай. Пысăк пайĕ темиçешер çул хуçасăр ĕнтĕ — вырăнсенчи влаçсем тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе вĕсене харпăрлăха илес тĕлĕшпе, тĕрĕссипе, нимĕн те тумаççĕ. Унтан та ытла: хуçасăр сооруженисен шучĕ чакма мар, ӳссе пырать — кăçал тата 9% хушăннă. Хуçасăр тесе шута илмеллисен списокĕнче — тата 128 сооружени.

— Хурлăхлă ӳкерчĕк, — пĕтĕмлетрĕ министр докладне Олег Николаев. — Ыйтăвĕ сухаллăскер — тахçантанпах тăсăлса пынăскер. Анчах эпир çуркунне хăш-пĕр яла шыв илме пултарассине тишкернĕ чухне калаçса татăлнăччĕ: гидротехника сооруженийĕсене инвентаризацилесе кадастр енĕпе шута илессине вĕлемелле. Шел, ку ĕçе пурнăçламан…

Олег Алексеевич çав сооруженисем хуçасăр пулни пысăк хăрушлăх кăларса тăратни çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Чăннипе вара вĕсем усă кӳме тивĕç. Калăпăр, мелиораци валли усă курма пулать. Çавăн пекех эрозипе кĕрешес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пушарсенчен сыхланма та лайăх — вут-çулăма сӳнтермешкĕн шыв кирлĕ. Туризма аталантармалли нацпроект хатĕрленине кура ку енĕпе те пысăк усă кӳме пултараççĕ. Кӳлĕ-пĕве таврашĕнчи территорисем туристсемшĕн яланах илĕртӳллĕ — çакна та шута илмелле. Олег Алексеевич экономика аталанăвĕн министрне Дмитрий Краснова муниципалитетсен ертӳлĕхĕпе çывăх вăхăтрах ку ыйтупа канашлу ирттерме, вĕсем гидротехника сооруженийĕсене хăйсен харпăрлăхне илессине вăраха ямасăр тивĕçтерме хушрĕ.

www.hypar.ru