Новости по теме

25 Чÿк, 2021

«Тĕрĕпе çуралнисем» черетлĕ акци старт илчĕ

Паян Шупашкарти Чăваш тĕррин музейĕнче «Тĕрĕпе çуралнăскер» акци старт илчĕ. Çавăн пекех Любовь Вазюкова алă ăстин ĕçĕсен куравĕ те уçăлчĕ.

Анлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, унăн мăшăрĕ, Чăваш Ен хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталия Николаева, сывлăх сыхлавĕн тата культура министрĕсем Владимир Степановпа Светлана Каликова хутшăнчĕç.

25 Чÿк, 2021

Çапма пĕлмен пушшипе…

Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăваттăмĕш сессийĕ кĕçнерникун малалла ĕçлерĕ. Депутатсем теçеткене яхăн саккун проектне тишкерчĕç. Сессин пĕрремĕш тапхăрĕнчи пекех — хальхинче те кун йĕркинче республикăн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи бюджечĕн проекчĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Парламент ăна иккĕмĕш вулавпа тишкерсе йышăнчĕ.

25 Чÿк, 2021

Ырă ĕç тăвакансем форума пухăнчĕç

Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççейре ырă тăвакансен кунне паллă тăваççĕ. Çак уява халалласа паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне ырă ĕç тăвакансем (волонтерсем) республика шайĕпе иртекен форума пухăнчĕç.

24 Чÿк, 2021

«Вăрçă ачисем» газ кĕртсе тăкакланнине бюджет саплаштарĕ

Юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Правительство икĕ саккун проектне ырларĕ тата Министрсен Кабинечĕн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртессине çирĕплетрĕ. Çав шутра — граждансен уйрăм категорийĕсен çăмăллăхĕсене пырса тивекен тӳрлетӳсем.

23 Чÿк, 2021

«Больницăсенче черетсем çук, вакцинацилес ĕç кал-кал пырать»

Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне республикăна пĕтĕмпе 611594 вакцина килнĕ. Ку вăл планпа пăхнин 80,5 проценчĕ. Палăртнă тăрăх, Чăваш Енри халăхăн /аслă ӳсĕмрисене/ 80,5 процентне /760210 çынна/ прививка тутармалла. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун Чăваш Енри медицина учрежденийĕсенче Гам-Ковид-Вак /Спутник V/ , «СпутникЛайт», ЭпиВакКорона, КовиВак вакцинăсем çителĕклĕ.

23 Чÿк, 2021

Наркоманипе кĕрешме искусство та пулăштăр

Вĕрентӳ организацийĕсенче наркоманирен сыхланас енĕпе пурнăçлакан профилактика ĕçĕнче çĕнĕ мелсем шырани усăсăр, ку велосипед шухăшласа кăларас тенĕ пек те туйăнать. Анчах ĕç уссишĕн çунсан çĕннине тупма пулать иккен. Республикăра наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çакна ЧР ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ.

22 Чÿк, 2021

Конкурс çĕнтерӳçисене чысларĕç

Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă мухтавлă ентешĕмĕрсене сума суса кăçал республикăри чылай культура учрежденийĕ ятарлă ĕçсем хатĕрлерĕ. Спектакльсем те, юрăпа ташă композицийĕсем те сахал мар пулчĕç.

22 Чÿк, 2021

Паллă çынсен пурнăçĕ – кĕнекесенче

Чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнче «Манăн пурнăçри кĕнекесем: пултаруллă çынсен библиотекинчен» курав уçăлнă.

Ку мероприятие библиотекăн 150 çулхи юбилейне халалланă. Куравăн тĕп сăнарĕсем: Ирина Булыгина, Оксана Вербина, Елена Енькка, Николай Жданов, Михаил Кондратьев, Максим Курленко, Роза Лизакова, Атнер Хусанкай тата ыттисем. Проекта хутшăнакан 12 çын хăйсен юратнă кĕнекисем çинчен каланă, çав видеороликсене библиотекăн You-Tube-каналне вырнаçтарнă.

Pages