Компьютер вăййисем хатĕрлĕç
Видеовăйăсемпе кăсăкланни пулас профессие çул хывмашкăн пулăшма та пултарать.
Пĕтĕм Раççейри «Цифра урокĕ» акципе килĕшӳллĕн чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 12-мĕшĕччен «Вăйăсем шухăшласа кăларасси» темăпа урок иртĕ. Унта видеовăйă хатĕрлессипе çыхăннă ăнлавсене тата ыйтусене пăхса тухĕç. Çавăн пекех вăйă студийĕсенче ĕçлекен специалистсем çинчен те калĕç. Мероприятие хутшăнакансем компьютер вăййисене хатĕрлес тĕп тапхăрсемпе паллашĕç, хăйсене game-индустрире тĕрĕслĕç. Видеолекцисемпе проектăн официаллă сайтĕнче паллашма пулĕ.
Комментари хушас