Новости по теме

1 Раштав, 2021

Тĕслĕхлĕ çемьесене чысларĕç

Паян И.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ Культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи – 2021» республика конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫирӗпленнӗ конкурса кил-йышра никӗсленекен тӗп хаклӑхсене упрас, мӗн пур ырӑ йӑла-йӗркене малалла тӑсас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

1 Раштав, 2021

Етĕрнене – ĕçлĕ çул çӳревпе

Ĕнер РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, çавăн пекех ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров тата ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева ĕçлĕ çул çӳревпе Етĕрне тăрăхĕнче пулчĕç, Етĕрнери агротехника техникумĕнче иртнĕ çавра сĕтеле хутшăнчĕç.

30 Чÿк, 2021

Пахалăх — бизнес ăнăçлăхĕн тĕп условийĕ

Пахалăх — конкурентлă лару-тăрура аталанмалли тĕп условисенчен пĕри. Çак шухăша ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун регионсен пĕрлехи «Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики» форумĕнче палăртрĕ. Калаçу тĕпрен илсен шăпах пахалăх тавра пулчĕ.

30 Чÿк, 2021

Сенатор энергетиксен ыйтăвĕсене татса пама пулăшать

Чăваш энергосбыт компанийĕн /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ ĕç тăвакан директорĕ Дмитрий Константинов Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн сенаторĕпе Николай Владимировпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

29 Чÿк, 2021

Субсидипе пулăшĕç

Пуйăссене пассажирсене турттарма пулăшмашкăн Чăваш Ен бюджетĕнчен 80 миллион ытла укçа уйăрĕç, килĕшĕве алă пуснă.

Субсидипе тивĕçтерме палăртнă чукун çул маршручĕсен шутне çаксем кĕнĕ: «Хусан-Канаш-Хусан», «Шупашкар-Канаш-Шупашкар», «Канаш-Улатăр-Канаш», «Улатăр-Красный Узел-Улатăр», «Канаш-Çĕмĕрле-Канаш», «Хусан-Тĕрлемес-Арск».

www.hypar.ru

29 Чÿк, 2021

Право диктанчĕ çырăпăр

Раштав уйăхĕн 3-12-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри право /юридици/ диктанчĕ 5-мĕш хут иртĕ.

Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслекенсем диктанта юрдиктант.рф сайтра тӳлевсĕрех хутшăнма пултараççĕ. Икĕ тĕрлĕ тестран пĕрне суйлама май пур. Пĕтĕмпе 40 ыйту, вĕсене 60 минутра хуравламалла. Право диктантне 14 çултан пуçласа хутшăнма юрать. Теста вĕçленĕ хыççăн кашниех çакна çирĕплетекен сертификат илĕ.

www.hypar.ru

29 Чÿк, 2021

Олимпиадăра çĕнтернĕ

«Раççей символĕсем. Тĕнче уçлăхĕнчи çитĕнӳсем» Пĕтĕм Раççей олимпиадине чăваш ачисем хастар хутшăннă.

10-16 çулсенчи 3 пин ытла ача тĕнче уçлăхĕпе çыхăннă 10 ыйтăва хуравланă. Жюри ачасен ĕçĕсене тĕплĕн пăхса тухнă. Олимпиадăн Чăваш Енри çĕнтерӳçисем тесе Патăрьел районĕнчи Елена Смирновăна тата Шупашкарти Даниил Егорова йышăннă. Вĕсене раштавăн 31-мĕшĕччен чыслĕç. Ăс-хакăл ăмăртăвне хутшăннисем пурте сертификатлă пулĕç.

www.hypar.ru

29 Чÿк, 2021

Тĕрĕçе халалласа – кĕнеке

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнче Геннадий Иванов-Орковăн «Золотая игла Марии Симаковой» кĕнекин презентацийĕ иртет.

Ку кăларăмра РФ халăх маçтăрĕн, РФ тава тивĕçлĕ ӳнерçин, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Мария Симаковăн пултарулăхри çитĕнĕвĕсем çинчен каланă. Вăл хăйĕн пурнăçне упраса хăварассине тата аталантарассине халалланă. Çак ĕçпе 55 çул ытла аппаланнă. Альбоматĕрĕ ăстин 1980-1920-мĕш çулĕсенчи тĕп коллекцийĕсенчи хайлавсем (сăмса тутринчен пуçласа наци тумĕ таранах) кĕнĕ.

Pages