Ухсай Яккăвне асра тытса

29 Чÿк, 2021

Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа Константин Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче литература каçĕ иртнĕ.

Мероприятие шкул ачисем, культура ĕçченĕсем, педагогсем, çыравçăсем, журналистсем пуçтарăннă. Вĕсем поэтăн кун-çулне тишкернĕ, аслăрах ăрурисем унпа тĕл пулни çинчен каланă. Земфира Яковлева фольклористăн пултарулăх ушкăнĕ вара Ухсай Яккăвĕн сăввисемпе хайланă юрăсене шăрантарнă. СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев вара К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академии драма театрĕн артисчĕсемпе килнĕ, «Шуйттан чури» тата «Тутимĕр» спектакль сыпăкĕсене лартнă. Мероприятие поэтăн хĕрĕ Ольга Ухсай та хутшăннă.

www.hypar.ru Анатолий Абрамов сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас