Новости по теме

13 Раштав, 2021

Чăваш тумĕ – Вологдăра

Вологда хулинче «Кĕмĕл тумлă халăх» курав уçăлнă. Унта чăваш халăхĕн 18-21-мĕш ĕмĕрсенчи наци тумĕ сăнланнă.

Чăваш наци музейĕ хатĕрленĕ экспозицире фондри этнографии коллекцийĕн 150 экспоначĕ вырăн тупнă. Чăваш тумĕсенчи тĕрĕ-эреш, кĕмĕл капăрлăх, пуçа тăхăнмалли курава пыракансемшĕн уйрăмах кăсăклă. Унсăр пуçне пирĕн халăхăн çи-пуçĕ вăхăт иртнĕ май мĕнле улшăннине те, ăна хальхи ăстасемпе ӳнерçĕсем, дизайнерсем мĕнле курнине те асăрхама пулать. Курав 2022 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать.

13 Раштав, 2021

Удостоверени панă

Федерацин Чăваш Республикинчи инспекторĕ Григорий Сергеев федераци судйисене удостоверени панă.

Пысăк квалификацие çирĕплетекен хута кама памаллине Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăларнă хушура палăртнă. Ăна Чăваш Республикин Аслă Сучĕн судйи Алексей Вассияров, Шупашкарти Мускав районĕн сучĕн судйи Надежда Сапожникова, Елчĕк районĕн сучĕн судйи Сергей Агеев илнĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

13 Раштав, 2021

Ача сачĕсенче – флешмоб

Шупашкарта патриотлăх мероприятийĕсем иртеççĕ. Вĕсене «Ĕç паттăрлăхĕн хули» стелăна уçас кун çывхарнă май йĕркелеççĕ.

Шупашкарти 200-мĕш ача садĕнче пĕчĕккисемпе воспитательсем вăрçă çулĕсенче пулăмсене кăтартса парас тенĕ. Çав кунах «Радио200FM» та ĕçленĕ, унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Геройĕсем çинчен каланă, ачасем сăвă вуланă. Мини-музейра вара лэпбук страницисене уçса чăваш халăхĕн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ çинчен пĕлме пулнă.

13 Раштав, 2021

Ÿкерчĕксен конкурсĕнче палăрнă

Пĕтĕм Раççейри ача-пăча пултарулăхĕн «Усравлăх çут çанталăк тĕнчи» конкурсĕн 2-мĕш тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.

Çут çанталăк хуралĕн центрне пĕтĕмпе 700 ĕç килсе çитнĕ. «Чăваш вăрманĕ наци паркĕ» конкурса республика конкурсĕнче çĕнтернĕ 12 çамрăк ӳнерçĕн ĕçне сĕннĕ. Анчах та Комсомольскинчи 2-мĕш шкулти Аделя Каримуллина çеç финала тухнă, III степень дипломне тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

13 Раштав, 2021

Мускава кайнă чухне…

Иртнĕ эрнере «М7 Волга» автоçулăн 323-мĕш километрĕнче Чăваш Енрен Мускава çул тытакан çăмăл машина аварие çакланнă.

«ВАЗ» автомобилĕн рулĕ умĕнче 1969 çулта çуралнă арçын ларнă. Вăл йывăр тиевлĕ «Хино» автомобиле тăрăннă. Шел, çăмăл машинăн водителĕ те, 4 пассажирĕ те çăлăнайман.

www.hypar.ru Чувашинформ.рф сăн ÿкерчĕкĕ

13 Раштав, 2021

Ӳсĕмлĕ бюджет

Çĕнĕ çул çывхарать те — çулталăк тăршшĕпе мĕнле ĕçленине хаклама та вăхăт. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура республикăн кăçалхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвне турĕç.

11 Раштав, 2021

Шурӑ халатлисене тав туса

Паян Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче тухтӑрсем валли йӗркеленӗ "Тавах тухтӑрсене" ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртрӗ.

Чи малтан кӑтартнӑ роликре коронавируспа чирленӗ кинемей тухтӑрсене асамҫӑпа танлаштарчӗ. Чӑнах та, пандеми вӑхӑтӗнче шурӑ халатлисем капашсӑр пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов та палӑртрӗ.

10 Раштав, 2021

Чаплинӑна халалласа - уяв

Паян Валентина Чаплина радио- тата телеертÿçĕ, ача-пăча ҫыравҫипе сӑвӑҫи, драматург çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Шупашкарти ун ячĕпе хисепленекен вулавăшра уяв иртрĕ.

Ку мероприяти çитес çулхи Паллă ентешсен çулталăкне старт паниех пулчĕ.

Pages