Ача сачĕсенче – флешмоб

13 Раштав, 2021

Шупашкарта патриотлăх мероприятийĕсем иртеççĕ. Вĕсене «Ĕç паттăрлăхĕн хули» стелăна уçас кун çывхарнă май йĕркелеççĕ.

Шупашкарти 200-мĕш ача садĕнче пĕчĕккисемпе воспитательсем вăрçă çулĕсенче пулăмсене кăтартса парас тенĕ. Çав кунах «Радио200FM» та ĕçленĕ, унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Геройĕсем çинчен каланă, ачасем сăвă вуланă. Мини-музейра вара лэпбук страницисене уçса чăваш халăхĕн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ çинчен пĕлме пулнă.

«Ĕç паттăрлăхĕн хули — пирĕн çĕнтерӳсен хули» флешмоб раштавăн 18-мĕшĕнче вĕçленĕ.

www.hypar.ru Gcheb-obrazov.cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас