Новости по теме

20 Раштав, 2021

Пиллĕкмĕш те хыçа юлчĕ

Пĕтĕм чăвашсен " Асам" кинофестивалĕ 2015 çултанпа иртет. Кăçалхи, шучĕпе пиллĕкмĕшĕ, ыттисенчен уйрăларах тăрать. Чи малтанах, онлайн майĕпе иртнипе. Çакăн сăлттавĕ пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Апла пулин те хальхинче конкурса тăратнă ĕçсен шучӗ нихçанхинчен те нумай: 35-рен 12-шĕ - илемлĕ, 9-шĕ - илемлĕ-документлă, 12-шĕ - документлă, 2-шĕ анимациллĕ фильмсем.

20 Раштав, 2021

Студентсем çĕнĕ япаласем шухăшласа тупаççĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй техникин лабораторийĕ уçăлчĕ. Ăна аслă шкулăн сумлă профессорĕн, техника наукисен докторĕн, электроприводпа электромашинăсен кафедрин никĕслевçин Александр Аракелянăн ятне панă.

20 Раштав, 2021

Мониторинг çителĕксĕр – хаксене витĕм кӳме тăрăшмалла

Хаксен теми ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура тĕп вырăнта пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев мониторинг йышши мероприятисемпе кăна çырлахма юраманнине пусăм тусах палăртрĕ: хаксене витĕм кӳмелли патшалăх политикине палăртмалла.

20 Раштав, 2021

Шупашкарта Никита Сверчков ячĕпе асăну хăми уçнă

Кăçал Чăваш Ен республикăри професси искусствин никĕслевçи Никита Сверчков çуралнăранпа 130 çул çитнине паллă тăвать.

Никита Кузьмич — живопиç ăсти, педагог. Хăйĕн пурнăçĕн юлашки 12 çулне вăл Шупашкарти Павлов мичман урамĕнче вырнаçнă 4-мĕш çуртра пурăнса ирттернĕ. Çавăнпа та çак çурт çине раштавăн 16-мĕшĕнче асăну хăми вырнаçтарнă.

19 Раштав, 2021

Вĕсемшĕн театрта пулни те асамлăх

«Ĕмĕте ĕненсен вăл пурнăçланатех. Хаклă принцăм, эсир мĕн пирки ĕмĕтленетĕр», — тĕпчерĕ Кĕл пике. Тепĕртакранах чиперкке хаваслă юрă шăрантарса Принц кăмăлне çĕклерĕ. Залра ларакансем хавхаланса алă çупрĕç. Вĕсем кунта пухăнни те чăн-чăн асамлăх-çке. Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче хавшак сывлăхлă ачасем валли спектакль пулчĕ.

18 Раштав, 2021

Хветӗр Акивер ҫыравҫӑн чӗри тапма чарӑннӑ

Раштавӑн 17-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин, журналисчӗн, куҫаруҫин, Ҫ. Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗн, ЧР тава тивӗҫлӗ искусствӑсен деятелӗн Хветӗр Акиверӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Федор Георгиевич Коновалов 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Вӑл "Ялав", "Капкӑн", "Тӑван Атӑл" журналсенче ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш Енри писательсен союзне ертсе пынӑ.

17 Раштав, 2021

Хӗрлӗ Чутай шкулӗ - 200 ҫулта

Паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулчӗ.

Шӑпах ҫак кун Хӗрлӗ Чутай шкулне никӗсленӗренпе 200 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ. Уява Олег Алексеевич та хутшӑнчӗ. Вӑл район ҫыннисене, вӗрентекенсене, ветерансене ҫак кунпа саламларӗ, малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнсе каларӗ.

17 Раштав, 2021

Шупашкар хуласемпе районсене агломерацие пĕрлештерĕ

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев нумаях пулмасть Патшалăх Канашне Шупашкар агломерацийĕн аталанăвне тĕплĕ тишкерсе тĕллевсене палăртма сĕннĕччĕ. Парламент вăрах кĕттермерĕ, эрнекун депутатсем министрсене, агломерацие кĕрекен муниципалитетсен ертӳлĕхне явăçтарса çак ыйтупа итлев ирттерчĕç.

Pages