Шупашкарта Никита Сверчков ячĕпе асăну хăми уçнă
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2021/12/dvfmi5x5x0m-1.jpg)
Кăçал Чăваш Ен республикăри професси искусствин никĕслевçи Никита Сверчков çуралнăранпа 130 çул çитнине паллă тăвать.
Никита Кузьмич — живопиç ăсти, педагог. Хăйĕн пурнăçĕн юлашки 12 çулне вăл Шупашкарти Павлов мичман урамĕнче вырнаçнă 4-мĕш çуртра пурăнса ирттернĕ. Çавăнпа та çак çурт çине раштавăн 16-мĕшĕнче асăну хăми вырнаçтарнă.
Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн фондĕнче унăн 600 ытла хайлавĕ упранать. Вĕсенчен чылайăшне Чăваш Ен историйĕпе культурине халалланă. ЧР культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский асăну хăми çывăхĕнче музейĕн сайтне кĕме май паракан QR-код вырнаçтарма сĕннĕ.
www.hypar.ru Culture.cap.ru
Комментари хушас