Новости по теме

10 Кăрлач, 2022

Çĕнĕ директор – Пермьрен

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне Пермь хулинчен килнĕ культура деятелĕ Андрей Попов ертсе пырĕ.

Андрей Попов 36 çулта. 2003-2010 çулсенче П.И. Чайковский ячĕллĕ Пермь оперăпа балет театрĕн балет солисчĕ пулнă. Çавăн пекех Екатеринбургри академи оперăпа балет театрĕнче, Пермь патшалăх хореографи училищинче ĕçленĕ. 2020 çултанпа Екатеринбургри Инноваци культура центрĕн «ТанцТеатр» балет труппин филиалĕн директорĕ пулнă.

9 Кăрлач, 2022

Çуллахи сăнсем - куравра

Çу кунĕсемшĕн тунсăхлакансене Шупашкарти ÿнер  училищи курава чĕнет.

Кăрлачăн 10-мĕшĕнче унта асăннă училищĕн выпускникĕсен тата преподавателĕсен живопиç ĕçĕсенчен хатĕрленĕ "Блики лета" экспозици уçăлать.

Пĕтĕмпе 70 ытла картина курса хаклама пулĕ. Тĕпре - пĕлтĕрхи çуллахи пленэр пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх суйласа илнĕ ĕçсем.

8 Кăрлач, 2022

Япăх куракансем юратнă кĕнекене палăртĕç

Кăрлачăн 10-мĕшĕнче Шупашкарти Лев Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотекăра "Манăн юратнă кĕнеке вăл..." акци пуçланать.

Вăл япăх куракансем мĕн вулама юратнине пĕлме тата пичет кăларăмĕсемпе кăсăклантарма май парĕ.
Акцие хутшăнакансен çĕршыв е тĕнче литературинчи чи кăмăлланă хайлава суйламалла, ыйтăм хутне тултармалла та сасăсем пухмалли курупкана ямалла.

Акци 2022 çулхи раштав уйăхĕнче вĕçленĕ. Мала тухнă хайлавсенчен кĕнеке куравĕ йĕркелĕç

30 Раштав, 2021

Женя та чи телейлисен йышĕнче

Шупашкарта пурăнакан Евгения Сергеевăн та паян ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. «Ĕмĕтсен елки» ыр кăмăллăх акцийĕпе килĕшӳллĕн ăна Общество Канашĕн председателĕ Наталия Партасова планшет парнелерĕ.

30 Раштав, 2021

Программа медпулăшупа тивĕçтерессине гарантилет

Кĕçнерникун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ черетсĕр ларура Министрсен Кабинечĕ граждансене 2022 çулта тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи тапхăрта медицина пулăшăвĕпе тӳлевсĕр тивĕçтермелли патшалăх гарантийĕсен программине çирĕплетрĕ.

28 Раштав, 2021

«Хыпар» хаçат корреспонденчĕ республика конкурсĕнче çĕнтернĕ

Нумаях пулмасть Чăваш Енре спорт темипе çыракан журналистсен «Спорт стилĕ» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унăн çĕнтерÿçисене паян ЧР Спорт министерствин коллегийĕн ларăвĕнче чысланă.

«Пĕрремĕш сăпатран. Чи лайăх интервью» номинацире «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Андрей Михайлов çĕнтернĕ. Андрей Петровичăн спортсменсемпе тренерсенчен илнĕ интервью материалĕсене пысăка хурса хакланă. Ĕçтешĕмĕре саламлатпăр, малашне те çитĕнÿ сунатпăр!

28 Раштав, 2021

Спорта аталантарма нумай укçа-тенкĕ уйăрнă

«Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче ЧР Спорт министерствин коллегийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

Спорт министрĕ Василий Петров «Спорт — пурнăç йĕрки» проектпа килĕшӳллĕн уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçлани çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта республикăра футбол уйĕсем, уçă комплекссем, ГТО лапамĕсем тунă, Элĕкре бассейн, Çĕнĕ Шупашкарти хоккей шкулĕнче спортзал хута янă, Ишлейре спорт керменĕ тума пуçланă, Шупашкарти «Атăл» стадионта реконструкци ĕçне пуçăннă.

27 Раштав, 2021

Аслă ӳсĕмри çынсене чир-чĕр ытларах ерет

Аслă ӳсĕмри çынсене чиртен хӳтĕлесси яланах тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнă. Вĕсене вакцинацилесси те пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутне кĕнĕ. Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче те вакцинаци çинчен калаçрĕç.

27 Раштав, 2021

Шупашкарта хула клиника центрĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарти кăнтăр хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă хулари клиника центрĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Çак ятпа кунта тăрăшакансене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, çавăн пекех ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов саламларĕç.

Pages