Спектакль пăхрĕç, парнеллĕ пулчĕç
Йӑлана кĕнĕ тӑрӑх "Аваллӑха - ҫул ҫӳреве" проектпа килĕшӳллĕн Чӑваш Енри Хĕрарӑмсен союзĕ Раштав мероприятийĕсем ирттерет.
Паян "АБС Электро" ыр кӑмӑллӑх фончĕпе пĕрле Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрĕнче "Кĕл пике" /Золушка/ спектакль пӑхрĕҫ. Мероприятие РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Алла Салаева,Чӑваш Республикинчи ача прависен уполномоченнӑйĕ Алевтина Федорова, ЧР вĕрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, "АБС Электро" ыр кӑмӑллӑх фончĕн хастарĕ Нилия Салеева хутшӑннӑ. Республикӑри 300 ача (вĕсем район тата республика шайĕнчи конкурссемпе викторинӑсен ҫĕнтерӳҫисем, общество ĕҫне хастар хутшӑнакансем) "Кĕл пике" спектакль пăхнӑ. "АБС Электро" ыр кӑмӑллӑх фончĕ вĕсене Ҫĕнĕ ҫул парнисемпе хавхалантарнӑ.