Комментари хушас

28 Раштав, 2021

Спорта аталантарма нумай укçа-тенкĕ уйăрнă

«Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче ЧР Спорт министерствин коллегийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

Спорт министрĕ Василий Петров «Спорт — пурнăç йĕрки» проектпа килĕшӳллĕн уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçлани çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта республикăра футбол уйĕсем, уçă комплекссем, ГТО лапамĕсем тунă, Элĕкре бассейн, Çĕнĕ Шупашкарти хоккей шкулĕнче спортзал хута янă, Ишлейре спорт керменĕ тума пуçланă, Шупашкарти «Атăл» стадионта реконструкци ĕçне пуçăннă.

Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти волонтер центрĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе Олимп резервĕсен училищин директорĕ Юрий Плотников тата хула администрацийĕн спорт пайĕн ертӳçи Екатерина Кащеева паллаштарчĕç. Тĕп хулари волонтер центрĕ кăçал йĕркеленнĕ, вăл училище студенчĕсемпе спортсменсене пĕрлештерсе тăрать. Кăçал волонтерсем 25 мероприятине ирттерме хутшăннă. Çĕнĕ Шупашкарта та волонтерсемсĕр пĕр ăмăрту-турнир та иртмест. Вĕсене çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионатне йĕркелеме те явăçтарнă.

Коллеги ларăвĕнче çавăн пекех Чăваш Енри спортăн тĕп тĕсĕсене палăртрĕç. Спортăн 16 енĕ çумне лаша спортне, мас-рестлинг, пауэрлифтинг, шывра ишессине, спорт туризмне, спорт аэробикине тата хоккей кĕртме йышăнчĕç. Вĕсене аталантармашкăн 2022 çулта 25 миллион тенкĕ пăхса хунă.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: