Женя та чи телейлисен йышĕнче
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2021/12/img-20211230-wa0003.jpg)
Шупашкарта пурăнакан Евгения Сергеевăн та паян ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. «Ĕмĕтсен елки» ыр кăмăллăх акцийĕпе килĕшӳллĕн ăна Общество Канашĕн председателĕ Наталия Партасова планшет парнелерĕ.
Сергеевсен туслă çемйинче тăватă ача çитĕнет: чи кĕçĕнни — Даниил, унтан Стас, Женя тата вунă çулти Оля. «Ĕмĕтсен елки» акци пирки илтсен кунта пурте хутшăнма шухăшланă. Кашнин тĕрлĕрен ĕмĕт пулнă: Оля - йĕлтĕрпе ярăнмалли ятарлă тумшăн, Стас - телефоншăн. Аппăшĕсемпе пиччĕшĕнчен пĕчĕк Даниил та юлман — вăл чукун çул ыйтнă. Женя хăйĕн çырăвĕнче планшет пирки ĕмĕтленнине пĕлтернĕ – акă пурнăçланчĕ те.
— Женя çак куна ĕнертенпех чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Паян хамăн ĕмĕт пурнăçланнă пекех туйса илтĕм, хĕрĕмшĕн çав тери савăнтăм. Аппăшĕпе пĕрле пĕчĕк Даниила та конструктор парса хавхалантарчĕç, вăл та хĕпĕртерĕ, — савăннине пытармарĕ тăватă ача амăшĕ Елена Владимировна.
Хĕрачана сумлă хăнасем те саламларĕç, тăрăшса вĕренме, пысăк çитĕнӳсем тума сунчĕç.
www.hypar.ru Татьяна Ишмуратова сăн ÿкерчĕкĕсем
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2021/12/img-20211230-wa0002.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2021/12/img-20211230-wa0005.jpg)
Комментари хушас