Новости по теме

17 Раштав, 2021

Тарифсем утă уйăхĕнчен ӳсеççĕ

Паян Правительство çуртĕнче граждансем коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн хывакан тӳлевсен 2022 çулхи виçине пăхса тухрĕç.

ЧР Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова пĕлтернĕ тăрăх, хаксем 2022 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăпараççĕ. Республикăри 265 муниципалитетра ӳсĕм 3,4 процентпа, 11 муниципалитетра 5,4 процентпа танлашĕ. «Чăваш Енре ӳсĕм Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртнă виçерен пысăкрах пулмĕ», — терĕ вăл.

16 Раштав, 2021

«Пысăк тăхтав» финалисчĕсене чысларĕç

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалисчĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсене Тав хучĕпе чысларĕ.

15 Раштав, 2021

Филармони каллех куракансене йышăнма хатĕр

Сăмахăм Чăваш патшалăх филармонийĕ пирки. Унăн çуртне тĕпрен çĕнетсе улăштарасси çинчен 20 çул каяллах сăмах çӳретчĕ. Анчах та ун чухне ĕç вырăнтан тапранаймарĕ.

14 Раштав, 2021

Çĕрпӳ районĕнче сăмавар вăрлакансене тытса чарнă

ДПСăн ятарлă батальонĕн экипажне ĕлĕкхи илемлĕ савăт-сапана вăрласа кайни çинчен пĕлтернĕ.

Тĕслĕ металл тиенĕ ВАЗ 2111 автомобиле часах тытса чарнă. Унта икĕ арçын пулнă. Машинăн багажникĕнче тимĕр-тăмăр айĕнче вĕсем вăрланă икĕ сăмавара пытарнă.

«Кукăр алăллăскерсене» полици уйрăмне илсе кайнă.

14 Раштав, 2021

Наци библиотекинче «Эткер» календарьпе паллаштарнă

Раштавăн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Наци вулавăшĕнче «Эткер. Наследие» календарь презентацийĕ иртрĕ. Çак кăларăма Тутарстанри чăвашсен наципе культура автономийĕн пайташĕсем чăвашла-вырăсла хатĕрлесе кăларнă. Ăна ӳкерчĕксемпе илемлетекенĕ — Тутар Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ — Александр Алексеев /Сантăр Пикл/.

Наци вулавăшĕн ĕçченĕ Ольга Тимофеева Константин Малышева «Çулталăк кĕнеки» парнелерĕ. 

14 Раштав, 2021

Наставничество вăй илсех пырать

Наставничество программине ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыракан организацисемпе предприятисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти 45-мĕш вăтам шкул мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта «Химпром» пĕрлĕх, виççĕмĕш вырăнта «Т Плюс» пĕрлĕхĕн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕ.

13 Раштав, 2021

Наставничество вăй илсех пырать

Правительство çуртĕнче паян наставничество программине ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыракан организацисемпе предприятисен конкурсĕ уçăлчĕ.

Кăçал тупăшăва хутшăнма республикăри 36 организацирен заявка йышăннă. Çакă Чăваш Енре наставничество çамрăк специалистсене ĕç йĕркине хăнăхтарма, коллективпа пĕр чĕлхе тупма, професси ăсталăхне аталантарма пулăшакан тухăçлă меслет пулса тăнине çирĕплетет.

13 Раштав, 2021

Михайлов-Янтуш çуралнăранпа – 200 çул

Муркаш районĕнчи Юнкă культура çуртĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.

Мероприятие Вăтам Атăлçи халăхĕсен пĕрремĕш тавра пĕлӳçи, этнограф-çыравçи, историкĕ Спиридон Михайлов Яндуш çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă. Унта ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тата ытти хăна пуçтарăннă. Конференци хыççăн Спиридон Михайловичăн стели умĕнче митинг иртнĕ. Çавăн пекех кĕнеке тата наука ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ.

13 Раштав, 2021

11 çулти ачана çăлнă

Иртнĕ эрнере Улатăр хулин пляжĕнчен 12 метрта, Сăр кĕперĕ çывăхĕнче, 11 çулти ача пăр çине тухнă.

Çакна асăрханă çынсем 112 номерпе шăнкăравланă. Вырăна районти Пĕрлехи дежурнăйпа диспетчер службин, полици, васкавлă медпулăшу, пушар хуралĕн ĕçченĕсем çитнĕ. Ачана çăлнă, ăна тухтăрсем тĕрĕсленĕ.

www.hypar.ru

Pages