Новости по теме

6 Раштав, 2021

139-мĕш дивизие халалласа

Паллă мар салтак кунĕнче Йĕпреç районĕнчи Пăвакасси ялĕнчи культура çурчĕ çине асăну хăми вырнаçтарнă.

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çак çуртра ЧАССРта йĕркеленнĕ 139-мĕш стрелоксен батальонĕн 39-мĕш уйрăм сапер батальонĕ вырнаçнă», — тенĕ унта. Асăну таблицине вырнаçтараканĕсем — «Астăвăм» шырав отрячĕ. Мероприятире шкул ачисем совет халăхĕн вилĕмсĕр паттăрлăхĕ çинчен сăвă каланă. Унтан пуçтарăннисем паттăрсене асра тытнине палăртса шăплăх минучĕ ирттернĕ.

6 Раштав, 2021

Ялта чи вăйли кам?

Хусанта ялта пурăнакансен хушшинче вăй экстримĕпе I Пĕтĕм Раççей турнирĕ ирттернĕ.

Ăмăртура 31 регионти 1,5 пин спортсмен тупăшнă, вĕсенчен 160-ăшĕ финала тухнă. Чăваш Ен команди 3 медаль çĕнсе илнĕ. Тĕрлĕ виçере Валентин Николаев — 1-мĕш, Вероника Григорьева — 2-мĕш, Екатерина Николаева 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru Чувашинформ.рф căн ÿкерчĕкĕ

6 Раштав, 2021

36,6 пин тенкĕпе сутакан çук

Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Çакăн валли кăçал бюджетран 1,4 миллиард тенкĕ уйăрнă. Пурăнмалли условисене çулталăк пуçланнăранпа 1,3 пин ытла çемье лайăхлатнă — çĕнĕ çулччен ку кăтарту, паллах, пысăкланĕ.

6 Раштав, 2021

Сивĕ хĕл те ăшă пултăр

Коронавирусран сыхланасси тунтикунхи канашлусенче кашнинче тенĕ пекех çĕкленет — ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев инфекцин çĕнĕ штамĕ — омикрон — пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă май сыхлăха çухатма юраманни çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Раççее вăл сарăлнă çĕршывсенчен çынсем килеççĕ — пире пырса тивмĕ-ха теме çук. Çĕнĕ çул çывхарнă май халăх миграцийĕ пысăкланать — пушшех асăрханмалла.

4 Раштав, 2021

Шырав отрячĕсен хастарĕсем фестивале пухăнчĕç

Етĕрне районĕнчи «Сăрçи шурăмпуçĕ» кану базинче йĕркеленĕ республикăри шырав отрячĕсен «Чĕре ас тăвăмĕ» фестивалĕ виçĕ куна тăсăлать. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Ку вырăна ахальтен суйламан: çакăнтан инçех мар хӳтĕлев чикки иртет. Çавăнпах окоп чавнă çĕрте паян ас тăвăм палли вырнаçтарчĕç.

2 Раштав, 2021

Сочиненирен — кĕнеке таран

Шупашкарта шкул ачисем валли йĕркеленĕ «Тыл та фронт пулса тăнă» конкурса 200-е яхăн сочинени килсе çитнĕ.

Чи лайăх 68 ĕçе суйласа «Тыл та фронт пулса тăнă» кĕнекере пичетлесе кăларнă. Унта салтаксен, вăрçă ачисен, тыл ĕçченĕсен пурнăçĕ…

Конкурс çĕнтерӳçисене Чăваш наци музейĕнче чысланă. Ун хыççăн ачасем «Чăваш Енĕн хӳтĕлев чиккисем — тылри паттăрлăх» куравпа паллашнă.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

2 Раштав, 2021

Аварире çын вилнĕ

Хĕлĕн пĕрремĕш кунĕнче Çĕнĕ Шупашкара илсе кĕрекен «Вятка» автоçулăн кĕперĕ çинче тăватă машина çапăннă.

«Лада-Веста», «Фольксваген-Пассат», «Хендай-Солярис» тата «Рено-Дастер» пĕр-пĕрне чышăнсан пĕрремĕшĕ çаврăнса ӳкнĕ, шалта ларакан икĕ çын сурана пула çавăнтах вилнĕ. «Лада-Вестăри» тепĕр çынна тата «Хендай» пассажирне больницăна илсе çитернĕ.

Хĕллехи кунсем пуçланнă май çул çинче уйрăмах асăрхануллă пулмаллине ан манăр!

Pages