Комментари хушас

6 Раштав, 2021

Ларевăн ĕçĕсем – куравра

Раштавăн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Владимир Ларевăн «Планета çинчи пурнăçшăн» куравĕ уçăлнă.

Экспозицири 45 ĕçе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă. Вĕсенче вăрçăн тулаш енĕ мар /çапăçу, тылри пурнăç, медсанбат/, ăна шалтан мĕнле туйни ытларах курăнать. Асаппа тулнă сăн-пит, аманса-хуçăлса пĕтнĕ кĕлеткесем, юн, ырату, шикленӳ… Владимир Ларев палăртнă тăрăх, халĕ вăл «шурă линипе» /унта ырăлăх ытларах/ тата «хура линипе» /тамăк/ ĕçлет, пурăна киле çав картинăсене те халăх умне кăларасшăн. Курав кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче вĕçленет.

www.hypar.ru Culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: