Чи лайăххисен шутĕнче
«Раççейри чи лайăх 100 тавар - 2021» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн çĕнтерӳçисен йышне Шупашкар çăнăхĕ те кĕнĕ.
«Чебоксарская» çăкăр пĕçермелли ыраш çăнăхĕ «Золотая сотня» диплома тата Çĕнĕлĕх статуса тивĕçнĕ. Апатра усă курмалли тулă хăрпăкĕ вара конкурсăн дипломанчĕ пулса тăнă.
Унсăр пуçне Чăваш Республикин Продовольстви фончĕн продукцийĕ те /катнă пăрçа/ лауреат пулса тăнă. Катман пăрçа, вĕтетнĕ полба, урпа, тулă, якатнă полба тата перловка — дипломантсем.