«Нумай проект пурнăçланă, тĕллевсем те пысăк»
Паян Республикăри клиника больницин акт залĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тата Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.
Олег Алексеевич асăннă сферăсенче çак тапхăрта вăй хуракансене чĕререн тав турĕ. Коронавирус инфекцийĕ йывăрлăхсем кăларса тăратнă пулсан та нумай проекта пурнăçа кĕртнине палăртрĕ вăл.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн докладĕнче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ епле пурнăçланни çинчен каласа пачĕ, çĕнĕ тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Цифра çине куçас енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Владимир Геннадьевич палăртнă тăрăх, сывлăх сыхлавĕнче çыннăн ĕмĕрне вăрăмлатас тĕллевпе нумай вăй хураççĕ. Ларура ĕçре пуçарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе палăрнă тухтăрсемпе медсестрасене тĕрлĕ награда парса савăнтарчĕç. Уйрăммăн илсен, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Степановпа Республикăри клиника больницин тĕп тухтăрĕ Елена Барсукова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехетсене тивĕçрĕç.
Комментари хушас