Никĕсĕ çирĕп, тымарĕ - тарăн

26 Чÿк, 2021

Паян — чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ — Чăваш тĕррин кунĕ. Иртнĕ çул кăна паллă тума пуçларăмăр-ха ăна. Анчах та унăн никĕсĕ çирĕп, тымарĕ тарăн.

Тĕрĕре — чăваш пурнăçĕ, савăнăçĕ, ыратăвĕ. Хăй мĕн калас тенине çĕвĕ чĕлхипе палăртнă пирĕн несĕлсем пин-пин çул каяллах. Эпир, паян пурăнакансем, çав чĕлхене ăнланса пĕтерейместпĕр е пачах чухламастпăр пулсан та, эрешĕсем питĕ тыткăнлаççĕ.

Тавах çак куна йĕркелеме пулăшнă çынсене: Евгения Жачева тĕрĕ ăстине — шăпах вăл пуçарупа тухнăччĕ республика ертӳлĕхĕ патне. Анчах хăй çак куна кĕтсе илеймерĕ. Тавах, Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева — вăл алă пусса çирĕплетрĕ Чăваш тĕррин кунне симĕс çутă паракан хушăва.

Паянхи уява та хутшăнчĕ вăл. Олег Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче Чăваш тĕррин уявĕ пурри пирĕн халăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. «Пĕлтĕр пирĕн ал ĕç ăстисем кашни районăн сурпанне, унти хăй евĕрлĕх никĕсĕ çинче упранса юлнисене, тĕрлесе пĕр пысăк сурпана вырнаçтарчĕç. Кăçал вара Чăваш Республикин карттине ăсталарĕç. Тĕрĕ — чăваш пурнăçĕн палли, никĕсĕ. Вăл чăваш халăхĕ авалхи халăх пулнине çирĕплетет. Çак паллăна, ăсталăха çухатмалла мар пирĕн. Шăпах çакна шута илсе Чăваш тĕррин музейĕнче наци тĕррин шкулĕ ĕçлеме пуçларĕ. Эпĕ илтнĕ тăрăх, унта вĕренес текенсен шучĕ йышлă. Республика тулашĕнчен те пур. Пирĕн ăстасем вĕсемпе те ĕçлеме пуçлĕç. Çакна шута илсе çитес çул валли тепĕр ĕç — Раççейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрлеме — палăртас», — терĕ регион ертӳçи.

Олег Алексеевич çавăн пекех культура енĕпе тава тивĕçлĕ çитĕнӳсем тунисене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

Мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, ыттисем хутшăнчĕç. Çав шутра иртнĕ çул шăпах Чăваш тĕррин кунĕнче кун çути курнă пепкесем те. Паллă кунпа вĕсене Наталья Алексеевна парнесемпе чысларĕ.
Уяв программи юрă-ташăпа та пуян пулчĕ. Мероприятие «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ, «Суварята» ташă ушкăнĕ, ЧР халăх артистки Августа Уляндина, Мордва Республикинчи этно-арт-театр, Мари Элти «Шыжарвла» ансамбль, Тутарстанри «Риваять» коллектив илем кӳчĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментари хушас