Бал-маскарадсем классенче иртĕç

26 Чÿк, 2021

Паян йăлана кĕнĕ оперштабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне яланхиллех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕркелесе ертсе пычĕ.

Ларура палăртнă тăрăх, коронавирус инфекцийĕ сарăласси иртнĕ эрнерипе танлаштарсан кăштах чакнă. Лару-тăру йĕркеленсе пырать. «Апла пулин те çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Кĕçех Çĕнĕ çул уявĕсем çывхараççĕ. Çынсем пĕр вырăнтан теприне куçма тытăнаççĕ. Вахта мелĕпе ĕçлекенсем килĕсене таврăнаççĕ. Праçниксен вăхăтĕнче чир ытларах сарăлма пултарать», - аса илтерчĕ Олег Алексеевич.

Шел те, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, ковид çамрăксемпе ачасен хушшинче те нумайрах сарăлма тытăннă. Иртнĕ эрнере коронавирусран вакцинациленесси те чакнă. Çак кăтарту Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Улатăр, Вăнар, Вăрмар тата Елчĕк районĕсенче уйрăмах начар. Ларура Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче столовăйсемпе кафесен ĕçне вăхăтлăха чарса лартасси пирки те сăмах пуçарчĕç. Мĕнле мерăсем йышăннине çитес вăхăтрах пĕлтерĕç. Çĕнĕ çул уявĕн каçĕсене садиксемпе шкулсенче уйрăм пӳлĕмсемпе классенче кăна ирттерме сĕнчĕç. Унта коронавирусран прививка тутарттарнă ашшĕ-амăшне кăна кĕртĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас