Наставничество вăй илсех пырать

14 Раштав, 2021

Наставничество программине ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыракан организацисемпе предприятисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти 45-мĕш вăтам шкул мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта «Химпром» пĕрлĕх, виççĕмĕш вырăнта «Т Плюс» пĕрлĕхĕн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕ.

Республика конкурсĕн çĕнтерӳçи, 45-мĕш вăтам шкул директорĕ Татьяна Юдина палăртнă тăрăх, вĕсен проекчĕпе кирек хăш вĕренӳ учрежденийĕ те усă курма пултарать. «Вăл ансат, анчах та пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унта учительсем те, ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хутшăнаççĕ. Çакă вара «Вĕрентӳ» наци проектне пурнăçа кĕртме пулăшать», — тенĕ Татьяна Юдина.

www.hypar.ru Валентина Багадерова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Комментари хушас