Аслă ӳсĕмри çынсене чир-чĕр ытларах ерет

27 Раштав, 2021

Аслă ӳсĕмри çынсене чиртен хӳтĕлесси яланах тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнă. Вĕсене вакцинацилесси те пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутне кĕнĕ. Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче те вакцинаци çинчен калаçрĕç.

Чир уйрăмах аслă ӳсĕмри çынсене нушалантарни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Акă стационарта сипленекен 783 пациентран ытларахăшĕ /487 çын/ — ватăсем, вĕсенчен 14-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. Амбулатори мелĕпе сипленекен /вĕсем — 1340-ĕн/ хушшинче те ватăсем пур. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни ватăпа уйрăммăн калаçма, кашнин патне çитсе килме хушрĕ. Пирĕн республикăра халăхăн 68 проценчĕ вакцинациленнĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, вакцинаци пункчĕсем яланхи йĕркепех ĕçлеççĕ, вĕсем канмалли кунсенче те хурал тăрĕç.

Лару-тăру юлашки вăхăтра лайăхланнă пулин те чирлекенсем пур-ха. «Лавккасемпе общество транспортĕнче халăх йышлă. Çынсем хуларан хулана, хăшĕ-пĕри ют çĕршыва, пĕрмай çӳреççĕ, çавăнпа коронавирусăн çĕнĕ штамĕ сарăлас хăрушлăх пур»,— терĕ Олег Алексеевич. Çавăнпа чару мерисем çирĕплетрĕç: 14 çултан кĕçĕнрех ачасене суту-илӳ центрĕсене ашшĕ-амăшĕсĕр кĕртме пăрахĕç. «Интернет лавккасен пункчĕсене, апат-çимĕç сутакан супермаркетсене QR-кодсăр кĕртмелле мар», — çапла палăртрĕç ларура.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас