Комментари хушас

20 Раштав, 2021

«Сурский рубеж» фильм кăтартрĕç

Паян И.Н.Ульяов ячĕллĕ ЧПУ культура керменĕнче «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» юхăм ӳкернĕ «Сурский рубеж» фильмăн презентацийĕ иртрĕ.

Проекта истори пĕлтерĕшлĕ пулăм çинчен çамрăксене ăнланмалла каласа парас тĕллевпе пурнăçланă. Вăл Президент грантне çĕнсе илнĕ. Фильм режиссерĕ, сценарисчĕ — Артем Чебуков. Унта экспертсен шухăшĕсене, геройсемпе тунă интервьюсене кĕртнĕ. Пĕтĕм видеоматериала ЧР Патшалăх истори архивне парĕç. Кинолентăна хӳтĕлев чиккин строительствине хутшăннă 11 çынна кĕртнĕ. Вĕсем — Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр районĕсенчен. Документсене тĕпчеме, сценари çырса куракана ăнланмалла картина ӳкермешкĕн, унтах аса илӳсемпе комментарисем кĕртмешкĕн 5 уйăха яхăн кирлĕ пулнă.

«Ку фильма студентсем, 30-40-ри çынсем, аслă ăрурисем хапăлласа йышăнма тивĕç. Шкул ачисемшĕн вăл йывăртарах пулĕ. Унта спецэффектсем, сирпĕннисем, окоп чавакан актерсем те çук. Ку пĕр сехете яхăн тăсăлакан уçă чунлă калаçу. Вĕсем иртнĕ вăрçă вăхăтне илсе çитереççĕ», — тет Артем Чебуков.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн эрнекунхи номерĕнче.

www.hypar.ru Алина Изман сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: