Чаплинӑна халалласа - уяв
Паян Валентина Чаплина радио- тата телеертÿçĕ, ача-пăча ҫыравҫипе сӑвӑҫи, драматург çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Шупашкарти ун ячĕпе хисепленекен вулавăшра уяв иртрĕ.
Ку мероприяти çитес çулхи Паллă ентешсен çулталăкне старт паниех пулчĕ.
Унта "Ачасен ырӑ тусӗ" проекта пурнӑҫа кӗртекенсене тата Валентина Чаплинӑна халалланӑ сӑвӑ вулакансен "Сӑвӑсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ" конкурсӗнче мала тухнисене чысларӗҫ.
www.hypar.ru Любовь Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас