Любовь ПЕТРОВА.

10 Раштав, 2021

Чаплинӑна халалласа - уяв

Паян Валентина Чаплина радио- тата телеертÿçĕ, ача-пăча ҫыравҫипе сӑвӑҫи, драматург çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Шупашкарти ун ячĕпе хисепленекен вулавăшра уяв иртрĕ.

Ку мероприяти çитес çулхи Паллă ентешсен çулталăкне старт паниех пулчĕ.

6 Юпа, 2021

"Çавра сĕтелре" - экстремизмпа терроризм ыйтăвĕсем

ЧР Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче терроризмпа экстремизм хăрушлăхĕ тата вĕсенчен асăрхаттарасси пирки "çавра сĕтел" иртрĕ. Унта ЧР культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, ют çĕршывран килнĕ студентсем, общество организацийĕн хастарĕсем, тĕн çыннисем тата ыттисем хутшăнчĕç.

10 Авăн, 2021

"Управлени команди" конкурсӑн ҫурма финалӗ иртет

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Управлени команди" республика конкурсĕн çурма финалĕ иртет.

Савăнăçлă мероприятие уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Вăл пурне те ăнăçу сунса конкурс витĕмĕ пирки каласа кăтартрĕ.

Малалла конкурсçăсем тренингсемпе ăсталăх класĕсене, аналитика вăййине хутшăнĕç. Спикерсемпе тӗл пулса калаҫӗç. Кун вĕçĕнче çурма финала пĕтĕмлетĕç.

18 Утă, 2021

Короновирусран прививка тумалла

Надежа КОШЕЛЕВА, Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен шкулĕн вĕрентекенӗ:

- Коронавирус пирки пӗлсех унран чылайӑшӗ сыхланаймарӗ. Сыватмӑшра выртса тухакансем те, килте чирлесе ирттерекенсем те пулчӗç. Пӗрле ӗçлекенсенчен пурте тенӗ пекех прививка тутарчӗç. Йышран эпӗ те юлас темерӗм. Икӗ хутӗнче те температура 37.5 пулчӗ, шӑм-шак сурчӗ. Эмел ӗçни пулӑшрӗ. Чир питӗ хӑрушӑ, мӗн чухлӗ çын, пӗлӗш ӑна пула вӑхӑтсӑр пурнӑçран уйрӑлчӗ. Коронавируса çӗнтерес тесен прививка тутармаллах тесе шухӑшлатӑп.

Pages