Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче «Атăл çинчи республика» çамрăксен культура форумĕ уçăлчĕ. Вӑл "Иртнине асра тытса пуласлӑх çинчен шухӑшла" социаллӑ проектпа килӗшӳллӗн пӗрремӗш хут иртет.
Юлашки çулсенче спорт инфратытăмне аталантарас, спорт объекчĕсене çĕнетес тĕллевпе республикăра чылай ĕç туса ирттереççĕ.
Паян Шупашкарти «Атăл» стадиона юсаса çӗнетес ӗçе пуçланине халалласа чул хучӗç. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Валерий Газзаев, ЧР спорт министрĕ Василий Петров тата ыттисем хутшăнчĕç.
Çеçпӗл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Тĕнчери чăваш эстрада юррисен XXII "Кĕмĕл сасă" - 2021" фестиваль-конкурсĕ вӗçленчĕ. Пултарулăх тупӑшăвне 5 регионтан 17 çамрăк хутшăнма кăмăл турӗ. Çӗнтерӳçӗсене гала-концертра чысларӗҫ.
Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусĕн акт залĕнче халăхăн финанс пĕлĕвне ÿстерес ыйтупа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, университет ректорĕ Андрей Александров, Наци банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Александр Логвинов тата экономика факультетĕнче вĕренекен студентсем хутшăнчĕç.
Чăваш Енре РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Владимир Колчин ĕçлĕ ҫул ҫӳревре. Вăл аутизмпа чирлекен ачасене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енре мĕнле ĕçленипе паллашрĕ.