Комментари хушас

25 Ака, 2021

"Кӗмӗл сасӑ" эстрадӑри ҫӗнӗ ятсене палӑртрӗ

Çеçпӗл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Тĕнчери чăваш эстрада юррисен XXII "Кĕмĕл сасă" - 2021" фестиваль-конкурсĕ вӗçленчĕ. Пултарулăх тупӑшăвне 5 регионтан 17 çамрăк хутшăнма кăмăл турӗ. Çӗнтерӳçӗсене гала-концертра чысларӗҫ.

"Кĕмĕл сасă" - 2021" фестиваль-конкурсӑн гран-прине Патӑрьел район каччи Алексей Казанцев тивӗçрӗ. I степень диплома Санкт-Петербург хулинчен çитнӗ Марина Кириллова çӗнсе илчӗ.  "Чи çепӗç саслӑ юрӑç" номинацире Шупашкар районӗнчи Тимофей Тумаков çӗнтерчӗ. Куракансем килӗштернӗ юрӑç ята Самар облаçӗнчен килнӗ Софья Бурмистрова тивӗçрӗ. Пушкӑрт Республикин пики Ляйсан Федорова хӑйне евӗр ӑста юрлакан юрӑç пулчӗ.

www.hypar.ru Любовь Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: