Комментари хушас

11 Пуш, 2021

Владимир Колчин Шупашкарти ачасен реабилитаци центрĕнче пулчĕ

Чăваш Енре РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Владимир Колчин ĕçлĕ ҫул ҫӳревре. Вăл аутизмпа чирлекен ачасене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енре мĕнле ĕçленипе паллашрĕ.

Пĕлтĕр пирĕн республикăра ку амакпа нушаланакансем валли ятарлă программа пуçарнă. Вăл мĕнлерех пурнăçланнипе полпред пулӑшуҫине ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева паллаштарнă: «Пирĕн тĕллев аутизма чирлисене маларах тупса палăртасси çеç мар, вĕсене аталанма пулăшасси те. Акă, тĕп хулари 5-мĕш гимназире вĕренекен, аутизмпа чирлекен пĕр арçын ача экзамена хăш-пĕр тантăшĕнчен те лайăхрах тытнă».

Владимир Колчин Шупашкарти 7-мĕш ача садĕнче тата 5-мĕш гимназире пулнă. Ун хыççăн вăл Шупашкарти ачасен реабилитаци центрне çитрĕ. Кунта кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 1961 сусăр ачана шута илнĕ. Вĕсенчен 122-шĕ аутизмпа чирлĕ. Пĕлтĕр вĕсенчен 34-шĕ реабилитаци центрĕнче сипленнĕ, 16-шĕ - стационарта.

Центрта аутизмпа чирлĕ ачасемпе 11 специалист ĕçлет. Полпред пулӑшуҫи вĕсен занятийĕсем мĕнлерех иртнипе паллашрĕ. 8 çулти Наиль Гайнутдинов хăнана хăй ÿкернĕ картинине парнелерĕ.

www.hypar.ru Любовь Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем