"Атӑл ҫинчи республика" ӗҫе пуҫӑнчӗ

10 Çĕртме, 2021

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче «Атăл çинчи республика» çамрăксен культура форумĕ уçăлчĕ. Вӑл "Иртнине асра тытса пуласлӑх çинчен шухӑшла" социаллӑ проектпа килӗшӳллӗн пӗрремӗш хут иртет.

Мероприяти тӗллевӗ хӗр-упраçпа яш-кӗрӗме чăваш халăхĕн культурипе тата йăли-йĕркипе, тăван чĕлхе историйĕпе тата регионти туристсене илĕртмелли вырăнсемпе паллаштарассипе çыхăннă. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Вӗренӳпе çамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ Николай Жуков, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров уçрӗç. Олег Алексеевич форума хутшӑннисене ӑнӑçу суннӑ май университетӑн культура енӗпе чи хастар студенчӗсене Тав çырӑвӗсемпе чысларӗ.

www.hypar.ru Фото Любови ПЕТРОВОЙ
 

Рубрика: 

Комментари хушас