Студентсен финанс пĕлĕвне ÿстересшĕн
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2021/04/img-3ee53682c660865f83088b8fd1d08852-v.jpg)
Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусĕн акт залĕнче халăхăн финанс пĕлĕвне ÿстерес ыйтупа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, университет ректорĕ Андрей Александров, Наци банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Александр Логвинов тата экономика факультетĕнче вĕренекен студентсем хутшăнчĕç.
Финанс пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Наци банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ те, республикăн Финанс министерстви те чылай мероприяти ирттереççĕ. Аслă шкулта финанс волонтерĕсене хатĕрлессипе юлашки çулсенче уйрăмах тăрăшса ĕçлеççĕ. Пĕтĕм Раççейри страхлавçăсен пĕрлешĕвĕн вице президенчĕ Элла Платонова студентсене презентаципе паллаштарчĕ.
Тĕлпулу вĕçĕнче «Знатоки страхования» конкурс çĕнтерÿçисене тата «Предел риска» ĕçлĕ вăйă призерĕсене чысларĕç. «Чи кирли çĕнтерни мар, пуçра ăс пулни. Малашне те кунашкал конкурссене хастар хутшăнăр. Ăнăçу сунатăп», - терĕ ЧР Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков.
www.hypar.ru Любовь ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2021/04/img-76acc2160341d049c545dde7472f6d00-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2021/04/img-650eee067772983537ab2283e9acc27c-v.jpg)
Комментари хушас